12 сентября 2012 г.
Çул-йĕр яланах тимлĕх ыйтать. Анчах ытларах чухне çакна манатпăр çав. Трассăпа пынă чухне те транспорт хатĕрĕ килнине курсан çул хĕррине пăрăнма васкамастпăр. Тепри тата “Трамвай мар, иртсе каять” теме пăхать. Инкекĕ вара пĕрре пулать, чылай чухне синкерпе вĕçленет. Çавăнпа пурнăçпа шÿтлеме кирлĕ мар. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те пĕр-пĕрне хисеплемелле.
Халĕ ачасем садике, шкула çÿреме пуçларĕç. Воспитательсемпе учительсен, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн те çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене тепĕр хут аса илтерсен пăсăк пулмĕ.