12 сентября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш СДЮСШОРта ăсталăха туптанă Елена Ивановăна Лондонри XIV çуллахи Паралимп вăййисенче пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламланă. “Эсир спортра пысăк паттăрлăх кăтартрăр, тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Тăван çĕр-шыв чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕр. Хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе Чăваш Енри физкультурăпа спорт аталанăвне питĕ пысăк тÿпе хыврăр, республикăра пурăнакан нумай çыншăн тĕслĕх пулса тăтăр. Сире пысăк ăсталăхшăн, çирĕп кăмăлшăн тата çитĕнÿсемпе çырлахмасăр малалла ăнтăлнăшăн тав тăватăп. Мĕн пур тĕллевĕрпе ĕмĕтĕр пурнăçланса пыччăр!” – тенĕ республика Пуçлăхĕн саламĕнче.
Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Васильев пулăшнипе ăсталăха туптакан 24 çулти Елена Иванова чăваш спорчĕн историйĕнче пуçласа Паралимп медалĕсене çĕнсе илнĕ. Харăсах – виçĕ “ылтăн”. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл 200 метра чупса мала тухнă, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей командин йышĕнче 4х100 метрлă эстафетăра çĕнтернĕ, шăмат кун вара 100 метра чупса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Ку – чăваш спортсменĕсен Паралимп вăййисенчи чи лайăх кăтартăвĕ.
Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Лондонра Паралимп вăййисен ăмăртăвĕсем вĕçленнĕ. Пĕтĕмĕшле зачетра Раççей пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетикăпа шывра ишессисĕр пуçне ухăран персе (2-1-2), дзюдо енĕпе (0-1-4) пилĕкшер медаль çĕнсе илнĕ. пауэрлифтингра (0-3-1) тата пăшалтан персе (0-3-1)– тăватшар, сĕтелçи теннисра (1-1-1) – виçĕ, футболла выляса (1-0-0), кимĕпе ишсе (0-0-1), шоссе çинчи велоспортра (0-0-1) – пĕрер медаль.
Раççейĕн Паралимп команди тулли йышпа Мускава таврăннă. Домодедово аэропортĕнче Елена Ивановăпа унăн тренерне Валерий Васильева Чăваш Енĕн спорт министрĕ Сергей Мельников ертсе кайнă пысăк делегацийĕ кĕтсе илнĕ.
Лондонри Вăйăсен кĕмĕл тата бронза призерĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин наградăлать.
“Хыпартан”.