АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуçĕнче – икĕ çул

12 сентября 2012 г.

Республика тилхепине тытнăранпа икĕ çул çитнине халалланă пресс-конференцире Чăваш Ен Пуçлăхĕ 33 ыйтăва хуравланă. Тĕл пулу 3 сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă. Чăннипех уçă та интереслĕ калаçу вăхăтĕнче Михаил Васильевич икĕ çул питĕ хăвăрт иртсе кайнине палăртнă.

РФ Президенчĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, республикăра пурăнакансен шанăçне туйнă май яваплăх питех те пысăкки çинчен каласа малашне те тăрăшсах ĕçлеме хатĕррине çирĕплетнĕ: “Эпĕ – халăх чури”. Социаллă пурнăçпа экономикăри лару-тăрăва пĕтĕмĕшле хакланă май ыррине палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинчен те уççăн калама шантарнă. “Лару-тăрăва илемлетсе кăтартмалла мар, ку – манăн принциплă позици”. Чи малтанах республикăра ача çуратасси ÿсни çинчен кăмăллăн каланă: кăçал Чăваш Енре пĕлтĕрхинчен 829 ача ытларах çуралнă. “Куншăн хамăрăн илĕртÿллĕ хĕрарăмсене тав тумалла”. Юлашки 10 çул хушшинче пуçласа Чăваш Енре демографи енĕпе ÿсĕмлĕ кăтарту пулать. Пурнăç тăршшĕ хушăнни те – пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Паян республикăра хĕрарăмсен вăтам пурнăç тăршшĕ 72 çулпа танлашнă, арçынсен – 60 çул. Çак кăтартусем, паллах, Чăваш Енре пурнăç шайĕ хăпарнине çирĕплетеççĕ.

Тепĕр самант – ĕçсĕрлĕх. Михаил Игнатьев хăй Президента ларнă хыççăнхи вăхăта аса илтернĕ – ун чух Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх шайĕ 9 процент ытла пулнă. Паян çак çивĕчлĕхе сирнĕ теме май пур. Ун чухне ĕç укçипе çыхăннă парăм виçи те 120-125 млн тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи кăрлачра ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен шалу парăмĕ 307, 5 тенкĕпе танлашнă. Халĕ ĕç-пуç чылай лайăхрах.

Хваттер тума-туянма пая кĕрсе улталаннă çынсемпе çыхăннă çивĕч ыйтăва та çĕкленĕ. Вĕсен шучĕ 1 пин ытла çын пулнă. Паян – 575 çын. Михаил Игнатьев çак йышăн çуррине кăçал хваттерсемпе тивĕçтерме шантарнă, тепĕр çурри çитес çула куçать – ку конкурс производствин кăткăс ыйтăвĕсемпе сăлтавланнă. Çынсене улталанисемпе право хуралĕн органĕсем ĕçлеççĕ. Хваттерсĕр юлнăскерсене кредитпа пулăшма бюджетран 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Процент виçисене бюджет шучĕпе саплаштараççĕ, çавна май нушаллăскерсене республика май пур таран пулăшни куç кĕрет.

Патшалăх парăмĕ пирки те сăмах пулнă. “Эпĕ республикăна йышăннă чух парăм 10 млрд тенкĕ ытлаччĕ, – палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ, – ĕçлесе илекен кашни тенкĕ пуçне пирĕн 70 пус тавăрса пама тиветчĕ – бюджетшăн питĕ пысăк тиев”. Çавна май парăма чакарма тăрăшнă, халĕ Чăваш Ен хайхи тенкĕ пуçне тавăрмалли 50 пусран ытла мар тивекен 30 регион шутĕнче. Апла пулин те республика çăмăллăхлă условисемпе кредит татах илет: укçа ача сачĕсем çĕклеме, инфратытăм йĕркелеме кирлĕ – “Хамăрăн обязательствăсене туллин пурнăçлăпăр”.

“Хыпартан”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика