12 сентября 2012 г.
76 çула кайса 2012 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнă.
Аркадий Павлович Айдак 1937 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă. 1964 çулта Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” колхоза ертсе пыма тытăннă. Çак хуçалăха Аркадий Павлович Айдак 45 çула яхăн ертсе пынă, ку тапхăрта Чăваш Республикин аграри отрасльне аталантарассине курăмлă тÿпе хывнă. Юлса пынă колхозран нумай отраслĕ, экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп хуçалăх йĕркеленĕ май Аркадий Айдак, талантлă йĕркелÿçĕ, çĕр-шывĕпех палăрнă. Вăл çут çанталăкпа пĕлсе усă курас, çут çанталăка сыхламалли тĕллевсене пурнăçлас, ял хуçалăх производствине интенсивлă йĕркелес, ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Аркадий Павлович ертсе пынипе ял хуçалăх производствине çут çанталăка сыхламалли ăслăлăх тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ тытăма ĕçе кĕртнĕ, пестицидсемпе усă курма пăрахмашкăн йышăннă, энтомологи заказникĕсем йĕркелеме пуçланă.
Аркадий Айдака пытарнă çĕре Патăрьел район делегацийĕ те хутшăннă.