АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНТОН МАР, РАЙОН!

15 сентября 2012 г.

КАНТОН МАР, РАЙОН! Кăçалхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн республикăна районсем çине пайланăранпа 85 çул çитрĕ. Чăннипех пысăк улшăну çакă, анчах çак ĕçе пурнăçлама çăмăл пулман.

Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх – ку ĕçе пурнăçа кĕртессине Чăваш АССР Тĕп Ĕçтăвкомĕн административлă комиссийĕ хăй çине илнĕ: чи малтанах проекта халăхпа сÿтсе явнă, çак тĕллевпе кашни ялтах граждансен пухăвĕсем ирттернĕ, çынсен шухăшĕсене чăвашла тухса тăракан “Канаш” (хальхи “Хыпар”) хаçатра кун çути кăтартнă. Кайран, ĕç çыннисен шухăш-кăмăлне пĕтĕмлетсе, Тĕп Ĕçтăвком пректа улшăнусем кĕртнĕ, Пĕтĕм Раççейри Административлă комиссие тăратнă. Вăл чăвашсен утăмне ырланă. Анчах уессемпе вулăссене пĕтернĕ хыççăн вĕсем вырăнне кантонсем туса хурасси çинчен йышăннине хирĕçленĕ. Мĕншĕн тесен ун чухне ют чĕлхесенчен кĕрекен сăмахсене çул парассине хальхи пек анлă сарман. Кантон – француз сăмахĕ, вăл округ тенине пĕлтерет. “Кантон вырăнне район тесе калани вырăнлăрах”, – çак шухăш патне çитсе тухнă “çÿлте”. Историрен паллă: 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей Ĕç Тăвакан Комитечĕн Президиумĕ Чăваш автономи республикине районласси çинчен йышăннă документа çирĕплетнĕ. Çапла вара М.И. Калинин алă пуснă йышăнупа килĕшÿллĕн Чăваш Енри 5 уеспа 53 вулăс вырăнне 17 район туса хунă. Вулакан çакна пĕлме тивĕç: телейлисен йышне Улатăр, Элĕк, Аслă Патăрьел, Вăрнар, Йĕп-реç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Кĕçĕн Елчĕк, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсем лекнĕ, 1934 çулта тата 6 район йĕркеленĕ. Вăрçă пуçланас умĕн, 1940 çул тĕлне, республикăри ра-йонсен шучĕ 28 çитнĕ. Хальхи вăхăтра, пĕлетпĕр ĕнтĕ, 21 район.

Г. КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика