АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комиссисем йĕркелеççĕ

15 сентября 2012 г.

Вăхăт чуппи вырăнта тăмасть, пирĕн пурнăç çĕнĕ улшăнусемпе палăрса юлать. Çав пулăмсен йышĕнче – кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртекен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушма суйлавĕ. Хальхинче республикăри 17 муниципалитетра ĕç вырăнĕсене тĕрлĕ сăлтавпа улăштарнă тата суд йышăнăвĕпе должноçран хăтарнă ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнне çĕнĕ ĕртÿçĕсем суйлĕç, район Пухăвĕсен депутачĕсен хушма суйлавне ирттерĕç.

Район администрацийĕсен пуçлăхĕсем сасăлава хатĕрленсе хăйсен территорийĕсенчи суйлав участокĕсене çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ (ТСК) пĕлтернĕ тăрăх – 90 суйлав участокĕ суйлавçăсене йышăнма хатĕр. Вĕсенчен 16-шĕ район, 12-шĕ ял-хула тăрăхĕсен депутачĕсене палăртассипе, 62-шĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйлассипе ĕçлĕ. Халĕ участокри суйлав комиссийĕсен татса паракан сасăллă членсен кандидатурисене тишкереççĕ, кĕçех вĕсен йышне çирĕплетме тытăнĕç. Пĕтĕмпе 73 участок комиссийĕ йĕркелеме палăртнă, вĕсенче 500 çын ытла тăрăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика