15 сентября 2012 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче хирти тĕш тырă йĕтеме кĕрсе пĕтнĕпе пĕрех. Халь пĕ-тĕм вăй çĕр улми анине куçрĕ. “Исток” агрофирмăра та ял тăрăхĕнче пурăнакансем, Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче тăрăшакансем, çиччĕмĕш професси училищинче ăс пухакансемпе вĕрентекенсем “иккĕмĕш çăкăр” уйĕнче вăй хураççĕ. 250 гектарта çитĕннĕ çимĕçе ĕнерхи кун тĕлне 30 гектара яхăн пуçтарса кĕртнĕ. М. Кузьмин механизатор маларах аврисене вырать, А. Соловьевпа В. Лампасов трактористсем хăйсене шаннă хурçă “утсемпе” кăлараççĕ. Тухăç пĕр гектартан 230 центнер ытларах .
– Çĕр улмине чир-чĕртен, колорадо нăрринчен хÿтĕлекен препаратпа лартнă чухнех усă курнă. Кайран та технологине пăхăнса йăрансем хушшине çырнă, апатлантарнă. Туса илнĕ çимĕçе кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртме çанталăк кăна лайăх тăтăрччĕ, – тет “Исток” агрофирмăн тĕп агрономĕ Д. Ерофеев.
(Хамăр корр.).