15 сентября 2012 г.
РАЙОНТА пĕр вăхăтра уртаракан чир ертнĕ тискер чĕр чунсем пурри, вĕсем çынсем патне те тухни пирки аванах калаçкаларĕç. Вăхăтра тивĕçлĕ йышăнусем тунăран çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларакан вирус сарăлни пулмарĕ. Нумай пулмасть вара Комсомольски районĕнче инфекци çаклатнă кушака тупса палăртнă. Усал утпа çÿрет, теççĕ, чир кÿршĕрен пирĕн пата та каçас хăрушлăх пур. Çавăнпа асăрханулăха ÿстерни пăсмĕ. Ял, кил-хуçалăх таврашĕнче тилĕ е ют йытă тата ытти чĕр чуна курсан, вĕсем сĕлекине юхтараççĕ, ачашланма пăхаççĕ пулсан, тÿрех ветеринари ĕçченĕсене систермелле.