15 сентября 2012 г.
ЮЛАШКИ çулсенче ялсенче лашасен шучĕ чакса пырать. Паян вĕсем районĕпе те 1602 пуç çеç тăрса юлнă. Тăватă ураллă туссем вырăнне халь мотоблоксемпе тата пĕчĕк тракторсемпе усă кураççĕ. Акă, Анат Туçара çеç 8 е ытларах та лаша вăйĕллĕ техника 40 яхăн, Туçа ял тăрăхĕпе мини хурçă “утсем” 10-ран та иртеççĕ. Ытти çĕрте те çавăн пекрех. Ĕççи вăхăтĕнче унталла та кунталла шатăртаттарса çеç çÿреççĕ: акаççĕ, çулаççĕ, утă турттараççĕ. Анчах саккун тăрăх çак “утсен” трассăпа çÿреме юрамасть иккен. Çул çине тухас тесен, вĕсен габаритлă фонарьсем (тата ытти те) кирлĕ, çавна май унта е кунта тухас тесен, прицеп çине тиесе кăна кайма юрать. Ача-пăчана вара руль умне пачах та лартмалла мар. Çул-йĕр инспекторĕсем тытсан пуçран ачашламĕç.