АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кÿрет

15 сентября 2012 г.

Пиллĕкмĕш ĕç чĕрĕкĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Ăна пĕтĕмлетнĕ май, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти ачасен бригади пирки мĕн палăртма пулать-ха; Сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен ăру алла пуçласа ĕç укçи илчĕ, коллективпа хутшăнма хăнăхрĕ, хăрушсăрлăх техникин правилисемпе паллашрĕ.

Ачасене ĕçлĕ воспитани парасси – шкул коллективĕн тĕп енĕсенчен пĕри. “Ĕç десанчĕ” кунта 2009 çултанпа ĕçлет. Çак хушăра ачасемпе сахал мар тунă: шкул столовăйĕ валли пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, вĕренÿ çурчĕн территорине симĕс тум кĕртсе тирпейленĕ, кабинетсемпе пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Иртнĕ çул, акă, бригада членĕсем кивĕ хуралтăсене пăсса икĕ вырăнлăх çĕнĕ гараж хута янă.

2009 çул та асра-ха. Республикăри ĕç бригадисен конкурсне хутшăнса “Выставка” номинацире çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕччĕ. Кĕр пуянлăхĕнчен хатĕрленĕ алă ĕçĕсем жюри членĕсене питĕ тĕлĕнтернĕччĕ.

Шкул коллективĕ ачасене ĕçлĕ воспитани парассинче районти ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсен тивĕçлĕ тÿпине те курать. Ашшĕ-амăшĕ ырлать çакна.

А. АБЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика