15 сентября 2012 г.
“Шуçăм” ача садĕнче краеведени музейĕ пур. Кунта авал çынсем усă курнă тĕрлĕ япала, ĕç хатĕрĕ упранать. Куракансем тумтирпе, савăт-сапапа паллашма пултараççĕ. Сăпка, тĕрлĕ эреш те пур.
Аслă ушкăнти ачасем воспитательсемпе музее час-часах çÿреççĕ. Аваллăх япалисемпе питĕ кăсăкланаççĕ.
Музее йĕркелес ĕçе ял халăхĕ те, шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç. Унта шкулта вĕренекенсем те час-часах килеççĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли вĕсемшĕн те сахал мар. Аякри хăнасене те кăтартмалăх пурах.
Г. КИРГИЗОВА,
воспитатель.
Первомайски ялĕ.