15 сентября 2012 г.
Çулталăк каялла РФ Шалти ĕçсен министерствин штатне 20 процент чакарчĕç. Реформа. Анчах юлашки вăхăтра çĕнĕ министр Владимир Колокольцев пакунлисен йышне тепĕр хут пăхса тухма сĕнет. Тĕрĕссипе, халăх йышне тивекен полицейскисен шучĕпе эпир ытти çĕр-шывсене тахçанах кая хăварнă. Совет Союзĕнче пин çын пуçне 2,2 милиционер пулнă, хальхи Раççейре – 7,7. Апла пулин те паянхи йĕрке хуралçисем ĕç нумайланни, хут ĕçне путни çинчен калаçаççĕ.
Миçе полицейски кирлĕ пире; Асăннă ведомствăн тĕп эксперчĕ Михаил Маков шăпах çак ыйтупа ĕçлет. Каçхи дежурствăна тухакансене, отгулри е отпускрисене шута илсен, штата ÿстермех тивет пулас. Хăш-пĕр слуэжбăра çын шутне икĕ хут пысăклатма ыйтакансем те пур.
Маков шучĕпе штата 20 процент ÿстерес ыйтăва пур енлĕ тишкермелле. Территори анлăшĕпе Раççее çитекенни çук. Пирĕн кашни сотрудник пуçне 15 тăваткал километр тивет.
– Эпĕ Чукоткăра пулнăччĕ, – тет Маков. – Пĕр район лаптăкĕ Бельгирен пысăкрах. Халăхĕ – 5,5 пин çеç. Кашни ялта пĕр участковăй: 152 çын пуçне пĕр полицейски. Çĕр-çĕр çухрăмра вырнаçнă ялсенче йĕркене сыхлакансем кирлех-çке.
– СССР территорийĕ унтан та пысăкрахчĕ-çке. Пĕр милиционер пуçне 35 тăваткал километр, çапах йĕркене сыхланă...
– Ун чухне саккуна пăсакансемпе парткомсемпе профкомсем, дружинниксем ытларах ĕçленĕ. Профилактика ĕçне пĕлсе йĕркеленĕ.
РФ Патшалăх Думин саккунлăх комитечĕн ертÿçи Павел Крашенинников шутланă тăрăх штата ÿстерни йĕрке тума пулăшмĕ. Çынсемпе куллен курса калаçакан должноçсене аслă пĕлÿ илнисене çеç лартмалла. Çамрăк сержантсем тунă йăнăшсене кайран ыттисен тÿрлетме тивет, хут нумай çырса вăхăта çухатаççĕ. Пысăк стадионсенче футбол вăййисене пин полицейски сыхлани те йĕркеллĕ япала мар. Вăл стадион тулашĕнче йĕрке тутăр, шалти лару-тăрăва спорт клубĕсем хăйсем тĕрĕслеччĕр. Анăçра çакă йăлана кĕнĕ, Раççейри пуçтах фанатсемпе пĕр чĕлхе тупма йывăртарах пулас.
Колокольцев министр реформа вăхăтĕнче йăнăш утăмсем тунине асăнчĕ. Яллă районсенчи пайсене пĕчĕклетнипе е вуçех пăрахăçланипе çынсем полици пулăшăвĕпе туллин усă кураймаççĕ. Хăш-пĕр регионта участковăй патне çĕр çухрăм кайма тивет. Çавăнпа штат ыйтăвне тепĕр хут пăхса тухма вăхăт, палăртнă Колокольцев:
– Совет саманинче Мускавра çын вĕлернĕ тĕслĕх уйăхра пĕрре-иккĕ пулнă, халь чăн-чăн вăрçă пырать вĕт. Кăнтăр кунĕнчех пуç касаççĕ, хĕç-пăшаллă тытăçусем пулса иртеççĕ. Саккуна пăснă тĕслĕхсем пур чухне те учет журналне лекеймеççĕ. Экспертсем каланă тăрăх çĕр-шывра шута илмен преступленисен шучĕ 25 пинрен кая мар.
Полици ведомствинче те бюрократи тытăмĕ тарăн тымар яни шухăшлаттарать. Преступлени вырăнне çитнĕ оперативниксем çынсемпе тĕл пулаççĕ те материалсене дознавателе е следователе параççĕ. Оперсен ĕçне тепĕр хут тăваççĕ вĕсем. Прокуратура та çав мелпех тĕрĕслет, хут купи ÿссе пырать. Пĕр ĕçе темиçе пай тунине пĕтерсен штата чакарма май килĕччĕ. Тĕп аппаратра тата пысăк хуласенче штат ытла та пысăк. Халь яллă районсенчи пайсене çирĕплетес ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ. Аппаратра ăшă вырăн т упнисене яла, çĕр çине антармалла.