15 сентября 2012 г.
Турханти психоневрологи интерначĕ районта пысăк коллективсенчен пĕри. Кунта сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр 240 çын хăйсем валли яланлăх кĕтес тупнă. Чирлисем хушшинче ватти те, çамрăкки те, утаканни те, çын пулăшăвĕсĕр тăрайманни те пур...Турă çырнă пĕр шăпа пĕрлештерсе тăракансем вăхăтлăх тапхăрта та пулин çутçанталăк илемĕпе савăнччăр, ыттисем те асамат кĕперĕ тĕсĕсемлĕ хĕм сапакан чечексемпе киленсе вăй пухччăр тесе администраци тăваттăмĕш çул ĕнтĕ картишне “юмах тĕнчине” çавăрать.
Интернатăн çĕр лаптăкĕ пĕчĕкех мар: 14 гектар. Саплашăнса пурăнма майсем пур темелле. Вĕсенчен 2,5 гектарĕнче пахча-çимĕç çитĕнет: сухан, çĕрулми, кишĕр, хăяр, помидор, кавăн тата ытти те. Çур гектар ытлара çеçкесем ешереççĕ. Мĕн тĕрли çеç çук-ши унта! Эрешленĕ кавир евĕр курăнаççĕ илĕртмĕшсем. Çакскерсем ĕçчен алăсемсăрех çавăн пек капăрланман. Сакăр ушкăн пăхса çитĕнтерет вĕсене. Администраци, кухня работникĕсем, хĕрарăмсемпе арçынсен корпусĕсенче тăрăшакансем, хуçалăх блокĕн хастарĕсем, складра вăй хуракансем... Çав шутрах арçынсем тăрăшса пăхса ÿстернĕ чечексен хăйсен кĕтесĕ пур. Дизайнер куçĕпе тишкерсен те ыттисенчен пĕрре те кая мар вăл. Кунта хĕрлĕ тата кăвак вĕрене, цини, мальва, салтак тÿмми, упа çури (медвежонок), астра тата ытти чечексем хитрен çеç сарăлса лараççĕ. Иртнĕ çул вĕсем администраци йĕркеленĕ тупăшура (медработниксене çеç мала ярса) иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал та хăйсен хакне чакарасшăн мар.
– Эпир çеçкесене пĕчĕк ача евĕр пăхса çитĕнтеретпĕр. Февраль уйăхĕнчех калчасем тума хатĕрленетпĕр. Çак ĕçе пурте пысăк яваплăха туйса пурнăçлани вара паян картишне тухсан та курăнать. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн территоринче пушă выртакан е хыт хура кашлакан вырăнсем çук,– кăмăллăн паллаштарать интернат ĕçĕпе директор çумĕ Геннадий Салмин.
Хăйсен вăйне, хастарлăхне, тăрăшулăхне шансах ĕнтĕ кăçал Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ республикăра тирпей-илем, хăтлăх енĕпе йĕркеленĕ конкурса хутшăнма кăмăл турĕ. Тăрăшни харама каймарĕ. Республика стройминĕ строительство территорине капăрлатас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса пынăшăн социаллă сферăри коллективсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă. Çак ят-чыспа Турхансем лăпланса ларасшăн мар, çывăх çулсенче ку тĕлĕшпе тата ытларах хастарлăх кăтартасшăн.
А.НИКОЛАЕВА.