АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн культура, чи малтанах, чĕлхе

22 сентября 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче чăваш чĕлхи ыйтăвĕ те тĕпре пулнă.

“Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен” саккунне 2013-2020 çулсенче пурнăçламалли тĕл-левлĕ программăпа паллаштарнă май вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов халĕччен мĕн туни çинчен каласа панă. Тăван чĕлхене аталантармалли нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ. Шкулсенче ачасем чăвашла вĕренеççĕ, вĕсене 800 вĕрентекен пĕлÿ парать, юлашки çулсенче чăвашла кĕнеке нумай кăларнă. Çапах министр тăван чĕлхепе пĕлÿ илекен ачасен тÿпи чакнине пăшăрханса палăртнă. Тап таса чăваш районĕсенчех тăван чĕлхене предмет пек кăна ăса хываççĕ.

Владимир Николаевич пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче чăвашла-вырăсла пысăк словарь кăлармаллине асăннă. Юлашки кăларăм 1985 çултах тухнă. Ăнлантару словарьне те пĕр том çеç кăларнă – ку енĕпе малалла ĕçлемен. Çавăн пекех шкул ачисене вĕренÿре пулăшакан кăларăмсем те кирлĕ – чăвашла атлассем таранах. 2013-2020-мĕш çулсем валли палăртакан программăна пурнăçламашкăн 16,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш ачисене те литературăпа тивĕçтермелли пирки аса илтернĕ. Тăван культура чи малтанах тăван чĕлхе çинче никĕсленет – çакна тĕпе хумалла.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов чăвашла куçарасси ыйтăва хускатнă. Куçаруçăсем пур-ха, анчах вĕсем тĕпрен илсен, çулланнă çынсем. Шкулта ачасене пуçламăш классенче ытти предмета та чăвашла вĕрентме тăрăшмалла, пĕчĕк-кĕллех тăван чĕлхене ăса хывмарĕç тĕк – кайран кая юлатпăр”. Çак шухăшпа Михаил Игнатьев та килĕшнĕ, çавна май Вĕренÿ министерствинчен нумай килнине палăртнипе пĕрлех ытти министрсене те çапла сĕннĕ: “Чăвашла пĕлекенсенчен тĕрлĕ çĕрте сăмах илнĕ май чăвашла калаçма ыйтатăп. Сирĕн хыççăн ыттисем туртăнĕç. Ас тăватăп-ха, студент чухнехи çулсенче троллейбусра-мĕнре чăвашла калаçма вăтанатчĕç. Халь апла мар, улшăну пур, эппин çак туртăма çирĕплетсе пымалла”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика