АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнче

22 сентября 2012 г.

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунне йĕркелерĕç. Вăл “Финанспа бюджет политикине эффективлă реализацилессипе вырăнти хăй тытăмлăх тата ĕç тăвакан влаç орга-нĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки; муниципаллă пурлăхпа тата çĕр пайĕсемпе эффективлă усă курасси; ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртесси тата ял хуçалăх ярмăрккисене йĕркелесси” темăсемпе иртнĕ. Пирĕн тăрăха Вĕрентÿ тата çамрăксен политики министрĕн çумĕ С. Петрова ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Райадминистрацин залĕнче халăхпа тĕл пулнă хыççăн С. Петрова, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата республикăри вăрçă ветеранĕсене сиплекен госпиталĕн тĕп врачĕ Е. Барсукова Патăрьелĕнчи тĕп больницăна çитнĕ. Сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Н. Тинюков “Земский доктор” программăна мĕнле пурнăçланине, сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе усă курса ача çуратмалли тата гинекологи уйрăмĕсене, хальхи вăхăтра поликлиникăн пĕрремĕш хутне тата ача-пăча уйрăмне тĕплĕн юсанине пĕлтернĕ. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çуккине, “Земский доктор” программа ĕçлеме пуçланăранпа района 18 çамрăк тухтăр килнине палăртнă.

Информаци ушкăнĕ “Исток” агрофирмăн сахăр кăшанĕн хирĕнче те пулнă. Хуçалăх ертÿçи А. Илюткин тымар çимĕç 300 гектар йышăннине, вăл рентабельлĕ культурăсенчен пĕри пулнине каланă. Тухăçĕ, чăнах та, пĕчĕк мар, гектартан 350 центнер тухать.

Н. Глухов районта уйри ĕçсем мĕнлерех пыни пирки чарăнса тăнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн педагогĕсемпе курнăçнă чухне районта тата республикăра вĕрентÿ сферине модернизацилесси еплерех пурнăçланнине сÿтсе явнă. Пĕлÿ çурчĕн республикăри (ялсем хушшинче) чи лайăххисен ретне тăма май пуррине шута илсе коллективăн тăрăшулăха ÿстермелли пирки сăмах пуçарнă. Çавăн пекех министр çумĕ Па-тăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн пурнăçĕпе те паллашнă.

Информаци ушкăнĕн тепĕр пайĕ Па-тăрьелĕнчи ведомствăра тăман хурал па-йĕнче, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика