22 сентября 2012 г.
Кăçал çĕр улми районĕпе 2108 гектарта çитĕннĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен 1332 гектар йышăнать. Ĕнерхи куна хуçалăхсенче 649 гектарта ĕçе вĕçленĕ. Тухăç пĕр гектартан 219 центнерпа танлашать. Чи пысăк кăтарту “Батыревский” (280 центнер), “Шанс” (253), “Труд” (243) хуçалăхсен.
Сахăр кăшманне Ленин ячĕллĕ, “Первомайск”, “Труд”, “Исток”, “Шанс” хуçалăхсенче акнă. Тымар çимĕçе “Исток” агрофирмăра пуçтарса кĕртме пуçланă. Хир 20 гектар ытла пушаннă, тухăç гектартан 350 центнерпа танлашать.
Кĕрхисене акма 5706 гектар (89,1 процент) çĕр хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене 3986 гектар никĕсе хывнă.