22 сентября 2012 г.
Чылай чухне çул çинче пулакан аварисем, кĕтмен пăтăрмахсем хамăр айăппа е асăрханманран сиксе тухаççĕ. Кĕтмен инкек пысăк тăкакпа çеç мар, çын пурнăçĕпе, чĕререн пăчăртанса тухакан куççульпе çыхăннă. Çул çинчи аварисен шутне чакарас, ку тĕлĕшпе çынсен ăнланулăхне, культурине ÿстерес тĕлĕшпе пирĕн районта пакунлисем мĕнлерех ĕçсем туса ирттереççĕ-ши; Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ районти çул-йĕр инспекторĕпе А. Каргинапа тĕл пулса калаçнă.
– Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра пысăк районсенчен пĕри. Çавăнпах вăл автотранспортсем шучĕпе те хуласем хыççăнах пырать. Хальхи вăхăтра вĕсем тăхăр пине яхăн. Çакă çул çинчи хăрушлăха, теветкеллĕхе пысăклататех ĕнтĕ;
– Паллах. Кăçалхи сакăр уйăхра районти çул-йĕр инспекторĕсем çак сăлтавпа 26 протокол çырнă. Вĕсенче çичĕ çын вилнĕ, хĕрĕхĕшĕ аманнă. Кăтартусем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пĕчĕкрех. Анчах çакă водительсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар.
– Алена Валерьевна, çул-йĕр инспекторне участокри уполномоченнăйпа танлаштараймăн. Ăна кашни ача, ялта пурăнакан кашни çын палламасса та пултарать. Ун пек чухне патруль службин сотрудникĕсем ăнлантару ĕçĕсене халăх патне çитерме еплерех майне-шывне ту-паççĕ; Ку тĕлĕшпе витĕмлĕ профилактика кирлех тесе шутлатăп.
– Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев – ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулсенче, ĕç коллективĕсенче, çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче пулса çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисем пирки калаçусем ирттересси, çĕнĕ правилăсемпе паллаштарасси. Хальхи вăхăтра çул-йĕр инспекторĕсен йышĕ пысăк мар: вăтăр пин ытла çынна пилĕк сотрудник тивĕçтерсе тăрать. Çапах та вĕсем çул çинчи йĕркелĕхшĕн çеç тăрăшмаççĕ, тăтăшах тĕрлĕрен коллективсенче пулса инструктажсем ирттереççĕ. Кăçал çеç çакнашкал çирĕме яхăн тĕл пулу йĕркеленĕ.
Кашни шкулта тенĕ пекех информаци стенчĕсем, сăн ÿкер-чĕксен витринисем, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă кĕтессем пур. Вĕсем те ачасене профилактика ĕçĕнче витĕм кÿреççĕ.
– Кунсăр пуçне тĕрлĕрен операцисем, рейдсем пулсах тăни те çул-йĕр правилисене пуçран кăларса пăрахма памасть-тăр...
– Ку чăнах та çапла. Акă, сентябрĕн 14-16-мĕшĕсенче районта “Ÿсĕр водитель” операци иртрĕ. Виçĕ кунта çеç çул-йĕр правилине пăхăнман 33 çын ячĕпе инспекторсен административлă протокол çырма тивнĕ. Вĕсенчен çиччĕшĕ шăпах руль умне ÿсĕр пуçпа ларнипе çакланнă.
– Алена Валерьевна, юлашки вăхăтра йĕрке хуралçисен яваплăхĕ, ăнланулăхĕ пирки нумай калаççĕ. Пĕчĕк йышпа пысăк йĕрке тума çăмăлах мар. Хăрах алăри пÿрнесемпе шутласа тухма пултаракан патруль службин сотрудникĕсем пирки пĕр-ик сăмах асăнса хăварăр-ха.
– Ку тĕлĕшпе вĕсен пурин те опычĕ çителĕклĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлама тăрăшать. Кăçал, акă, пирĕн коллектившăн савăнăçлă хыпар та пулчĕ. А. Кошкин полици лейтенанчĕ çак системăра тÿрĕ чунпа тата творчествăлла ăнтăлупа ĕçленĕшĕн республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Александр Алексеевич йĕрке хуралĕнче саккăрмĕш çул тăрăшать.
– Тавах Сире пирĕнпе уçăлса калаçнăшăн. Район тăнăçлăхĕшĕн тăрăшакан çăмăл мар ĕçре пурне те ăнăçу сунатăп.
А.ЕГОРОВА калаçнă.