22 сентября 2012 г.
Çум курăкĕ сăмах пуçармалли тема мар та, калаçмах тивет. Пирĕн тăрăхра çулран-çул тухакан йăх-яхсен йышĕ пысăк пулин те, урăх регионта сарăлнă (карантин) çум курăкĕсем те чăвашра тĕл пулма пуçланине палăртаççĕ Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем. Вĕсем чукун çул е ытти транспортпа, çавăн пекех унтан килекен продукципе килеççĕ.
Чи малтанах “ют” мур çын тата выльăх сывлăхĕшĕн те сиенлĕ пулнине палăртмалла. Аллерги чирĕсем аталанаççĕ, выльăхăн вар-хырăмĕ пăсăлма е вăл наркăмăшланма пултарать. Уйрăмах выльăхшăн паслен тата горчак йышши курăксем сиенлĕ. Карантин çум курăкĕсем ял хуçалăх культурисен тухăçне те палăрмаллах чакараççĕ, пулăхлă çĕре те япăхлатаççĕ.
Республикăра вĕлтĕрен пурçăнĕ (повилика европейская) хунаса кайнине палăртмалла. Сăмахран, Канаш тата Комсомольски районĕсенчи фермăсем çывăхĕсенчи усă курман 0,6427 гектар çĕр тĕлĕшпе темиçе çул каяллах карантин фитосанитари режимне çирĕплетнĕ.
Асăннă паразитăн тымарĕ те, çулçи те çук. Унăн тунисем пĕр-пĕр культура тăрăх явăнса ÿсеççĕ. Чечекĕ шурă е шупка хĕрлĕ тĕслĕ. Паянхи кун 270 тĕсне тупса палăртнă. Вăл вăрринчен сарăлать, хăш-пĕр чухне уйрăм пайсенчен те вăй илсе кайма пултарать. Повилика 20 пин вăрă тăкма пултарать, хăш-пĕр тĕсĕ вара – 100 пин таранах. Нÿрĕк çитмесен те пĕтмест.
Ку çум курăк тĕш тырра та, пахча çимĕçе те шар кăтартать. Тухăçлăха чакарать, продукци пахалăхне япăхлатать, ÿсен-тăран сăтăрçисене сарăлма май парать. Унра наркăмăшлă япала – сапонин – виçи пысăк, çавăнпа та повиликăпа хутăшлă утă выльăхшăн сиенлĕ. Уйрăмах япăх типĕтни вар-хырăма чире ярать.
Вăл пахчана ерсен унран хăтăлма йывăр. Пирĕн йăрансене лекес хăрушлăх вара чăнах та пур. Управлени специалисчĕсем кашни çулах пĕр-пĕр пахча çимĕç вăрлăхĕн хутаçĕнче тупса палăртаççĕ. Тÿрех вĕсене тĕп тăваççĕ, паллах. Анчах та пур хутаçа та тĕрĕслесе çитереймĕн вĕт.
Калăпăр, пĕлтĕр Ставрополь крайĕнчен кÿрсе килнĕ фуражлăх тулă миххисенче йышлă пулнă вĕсем. Пин çурă тонна тулла ятарлă технологипе сиенсĕрлетме тивнĕ.
Кăçал вара Шупашкарта пахча çимĕç тата чечек культурисен вăрлăхĕсен хутаççисенче çав паразитах тупса палăртнă. Ку партие çунтарма тивнĕ.
Кăçал тата Канаш станцийĕ çывăхĕнче – уй-хир пурçăнĕ (повилика полевая) сарăлнă лаптăксене тупса палăртнă управлени специалисчĕсем. Паллă, чукун транспорчĕпе çитнĕ ку йăх-ях пирĕн тăрăха. Улатăр хулинче амбрози (амброзия трехраздельная) вăй илнине çирĕплетеççĕ специалистсем.
Кикенек (череда волосистая), амбрози (амброзия полыннолистная) вăррисене тупса палăртнă 910 тонна соя шротне ятарлă технологипе сиенсĕрлетме тивнĕ.
Сăмах май, управлени специалисчĕсем çур çулта пахча çимĕç тата чечек вăрлăхĕсен 1834,6 пин хутаçне тĕрĕсленĕ.
Халăхра: “Чирличчен сыхланни йÿнĕрех ларать”, – теççĕ. “Ют” çум курăка пахчара е хуçалăхра вăй илме парас мар тесен çак самантсене шута илни пĕлтерĕшлĕ. Карантин фитосанитари режимне çирĕплетнĕ вырăнсенчен кÿрсе килнĕ продукцие специалистсене тĕрĕслеттермеллех. Вăрлăх, калча-тĕм туяннă чухне ятарлă сертификатсем (сорт идентификацийĕн е карантин) пуррине хăвăр курса ĕненĕр.
Карантин çум курăкĕ сарăлнă лаптăксенчи йăх-яха аялтан илсе (çĕртен 3-4 см кăна хăвармалла) чечек çуриччен çулса пăрахма тăрăшмалла. Кая юлсан паразит вăрă тăкма пултарать. Курăка типĕтмелле те çунтармалла. Хăмăлне (юлашкине) çулăмпа е хими меслечĕпе (раунтап 1 гектар çине 2-4 литр кирлĕ, торнадо – 0,6-0,8 литр, пивот – 1 литр, керб W – 4-5 кг) тĕп тумалла.
Сăмахран, Канаш районĕнчи “Хучель” обществăн ферми таврашĕнчи çак çум курăка гербицидпа сиенсĕрлетнĕ. Ытти çĕрте те технологие пăхăнса ку мурпа кĕрешнĕ.
Тепĕр хут ку мур вăй илесрен çулсерен хуçалăх территорийĕсене тĕпчемелле. Иккĕленÿллĕ ÿсен-тăран асăрхасанах специалистсемпе канашласа тĕп тумалла.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.