АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр язви – хăрушă чир

22 сентября 2012 г.

Çĕпĕр язви – ерекен чир. Ăна 1876 çулта Р. Кох тупса палăртнă. Кислород пур, сывлăш температури 12 градусран сивĕ мар çĕрте бактерисем пĕр çĕре пĕрлешеççĕ, çиелтен хупăпа витĕнеççĕ. Çапла майпа вĕсем типĕтнĕ е вĕретнĕ чух та, хĕвел питтинче те сыхланса юлаяççĕ. Сывă мар выльăх тислĕкĕпе тăпрана лексен те вуншар çул пурăнаççĕ. Чир çынна ытларах чухне çĕпĕр язвипе чирлĕ чĕр чунтан лекет.

Ĕне-выльăх, сыснасем тата ыттисем ерекен чирĕн микробне каяш урлă та кăлараççĕ. Çĕпĕр язви бактерин тĕвви фуражра, выльăх çăмĕнче, тирĕнче тата ытти çĕрте те чылай вăхăт хушши упраннине палăртаççĕ. Йытăсемпе тискер чĕр чунсем, уйрăмах вĕçен кайăксем, вилнĕ кÿлепене çунтарса ямасан, тĕрлĕ çĕре сапалама пултараççĕ.

Килти чĕр чунсем ытларах чухне çак хăрушă чирпе сыв мар выльăхăн тислĕкне тăкнă çĕрте е выльăх масарĕ çинче ÿсекен курăка çинĕ хыççăн аптăрама тытăнаççĕ. Çынсен вара ĕнесене е сыснасене тăрантарнă, пăхнă, ăна пусса тирпейленĕ чухне ертес хăрушлăх пысăк. Выльăха турттарса кайнă, вилсен пытарнă, çĕрпе ĕçленĕ чухне те инфекци лекет.

Хăш-пĕр чухне ялсенче вилме пуçланă выльăха пуснине те тĕл пулатăн. Кун пек тума пачах та юрамасть. Чи малтанах килти чĕр чун мĕнпе чирлине палăртмалла. Ăна пĕлменни çемьешĕн те, çав какая туянаканшăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Алăран çăм, тир туяннă чухне те асăрханулăха çухатмалла мар. Çĕпĕр язвипе чирлĕ выльăхăн виллине çунтарса яраççĕ, хуçалăха карантина хупаççĕ.

Паяна пирĕн районта 48 выльăх масарĕ шутланса тăрать, вĕсенчен 44-че çĕпĕр язвипе чирленĕ выльăха пытарнă е çав вырăнта çунтарса янă тĕслĕхсем пулнă. Масар йĕри-тавра ветеринарипе санитари нормисене пăхăнса карта тытмалла, кĕме, кĕтÿ çÿретме юраманни çинчен пĕлтерсе çырса çапмалла. Унти курăка та çулма, çитерме юрамасть. Районти кашни ялăн выльăх масарĕн санитарипе ветеринари карточки пур.

Выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр тесен çамрăк выльăхсене – виçĕ уйăхран, тихасене 9-тан, кайран пĕрремĕш хут укол тунă хыççăн 6 уйăхран прививка тумалла. Ытти чухне çулталăкра пĕрре ветеринара чĕнмелле.

П. ЕФИМОВ,

выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика