Аякри пĕчĕк ялта кун кунласа каç канлĕхĕпе киленекенсен пурнăçĕпе паллашас, çыннисемпе курнăçас, йăли-мешехине ăша хывас тĕллевпе кăçал çеç Ишлĕ ял тăрăхне иккĕмĕш хут çула пуçтарăнма тиврĕ. Малтанхи хутĕнче вăрман витĕр тухса çăтмахри пек вырăнта хăтлăх тупнă Люлясен туслăхĕнчен, харсăрлăхĕнчен тĕлĕннĕччĕ. Хальхинче вара иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче никĕсленĕ Ульяновкăсен тăванла ăшăлăхне кăмăлтан ăмсантăм. Аллă ытла хуçалăхлă ялта ватти те, вĕтти те пĕр-пĕрне ятран çеç мар, ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕнет. Çакă район центрĕнчен самай аякра пурăнакан тăванăмăрсен культури çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет.
“Пÿрт-çурт лартасси, юсасси, тирпейлесси – чăваш çыннин шутсăр яваплă ĕçĕ. Апат çимесĕр, çывăрмасăр пурăнма та килĕшет вăл, анчах кил-йыш валли лайăхрах йăва çавăрас тесе тăрăшать. Çавăнпах кил-çурт ĕçĕн йăлисем, кĕллисем йышлă.
Пÿрт валли вăрман каснă – кăвайт чĕртнĕ, вырăн суйланă – йăла тунă, никĕс янă – пăтă лартнă, мачча кашти хунă е çурт тăррине “лаша” лартнă – кĕлĕ каланă. Çав йăласенчен пысăкраххи – никĕс пăтти”.
“Чăваш халăх пултарулăхĕ. Пилсемпе кĕлĕсем”. Шупашкар, 2005.
Хура курак та
савăнма пĕлет:
«Хура пулсан та
чĕппĕм хамăн»,– тет
Çула тухсан курнă тулли витре чăнах та ăнăçăва пулчĕ. Ульяновка уй хапхинче тĕл пулнă кăмпаран таврăнакан Санюк аппан сар хĕвел пек ыр кăмăлĕ пирĕн çула уçсах пычĕ. Саккăрмĕш теçеткене капашакан кинемей килте çеç ларса тăма юратмасть, турăш умне тăрса ирхи кĕлле вуланă хыççăн (ĕмĕр тăршшĕпех Турра ĕненет) кил-тĕрешри ĕçсене пурнăçлать те кунтăкне йăтса вăрмана тухса каять. Пĕрре курсах тăванла çывăх йышăннă кинемей пире кĕр мăнтăрĕпе çĕре мăкăртса тухакан малтанхи çимĕçсемпе паллаштарчĕ: ăвăс, хурăн, масла кăмписем, кăрăç, кÿлĕ кăмпи, мăнтăр кăмпа...
– Пирĕн Ульяновка хавалĕ вăрман пуянлăхĕпе усă курнипе çеç палăрса тăмасть. Ялта кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлани кăмăллă. Мăшăрăм çĕре кĕриччен лартнă çак çурта ( хăйсен умĕнче тăраттăмăр - автор) хăпартма аллă сакăр çын (!) нимене хутшăнчĕ! Пĕтĕм халăх хăпса тухнă тейĕн! Никĕс пăттине ялĕпех çинĕччĕ. Кăçал хамăр касри пĕр çамрăк çурт тума пикенчĕ. Ваттисен йăлипе ăна та кăпăклă сăра вĕретсе ватăлла пил патăм. Ан тив, ман пулăшу çавăнта пултăр,– пĕлтерет çак ялта çур ĕмĕр ытла каялла тымар янă Александра Терентьева.
Сăмах çумне сăмах хушăнса калаçу сыпăнса кайнă хыççăн çÿçĕсем кĕмĕлленме ĕлкĕрнĕ ял кинĕ çĕнĕ çын пулса килнĕ чухнехи вăхăта аса илчĕ. Ял варрипех тарăн çырма кĕрленĕ. Вырăн-вырăн унăн паллисем паян та сыхланса юлнă. Çуртсем умĕнчи пĕчĕк кÿлĕре хур-кăвакал чăмпăлтатса савăнать. Вăхăтĕнче колхоз лашисене те çакăнтах пăтратса çитернĕ. Ун чухне витере 32 чĕлхесĕр янавар тăнă. Унсăр пуçне пăру, сысна фермисем ăрасна пулнă. Санюк аппа Геннадий Семенов пăру пăхакан хастарлăхĕ пирки хавхаланса аса илчĕ. Вăхăтĕнче Ульяновкăн çак пултаруллă ĕçченĕ кашни выльăха талăкра пĕр килограмм ытла ÿт хуштарса пырса районта çеç мар, республикăра та палăрнă.
Чĕрĕк ĕмĕр ытла “Маяк” колхозăн бригадирĕнче, кладовщикĕнче тăрăшнă нумай ача амăшĕ унчченхи пурнăçпа паянхине танлаштарса чылай хăпартланса калаçрĕ. Вăхăтĕнче çул çуккипе Ишлĕрен вăрман витĕр тăсăлса выртакан шăтăк-путăк çулсемпе çураки валли вăрлăх турттарнă. Трактор тележкипе йăванса кайнă тĕслĕхсем те пайтах пулнă. Хĕл каçма вутă-шанкине хатĕрлес тесе мĕн чухлĕ кĕрмешмен-ши тата! Мухтав Турра, пилĕк-ултă çул каялла Ульяновкăсем те çутта тухрĕç. Яла тахçантанпа ĕмĕтленнĕ çатма пек тикĕс çул та, “кăвак çулăм” та çитрĕ. Çурт-йĕр хăтлăхне паянхилле çĕнетекенсем те пайтах. Халĕ аякри ялта хуларинчен пĕрре те кая мар темелле.
«Участка касса çĕр тунă,
йăх çумне йăх хушнă...»
Истори докуменчĕсенче Ульяновка ялĕ 1936 çулта пуçланса кайни паллă. Вăрман варрине уйăрса панă 450 гектар çĕр çине никĕс ярса тĕпленме чăн малтанах Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимешĕнчен 17 çемье куçса килнĕ. Ушкăна Захар Николаевич Благовидов ертсе пынă. Каярахпа çĕнĕ вырăнта тĕпленнисем хастара Жданов ячĕллĕ колхоз председателĕ пулма шанаççĕ.
Кÿршĕ тăрăхран участка касса çĕр тума килнисенчен пĕрисем – Яковлевсен йăх-несĕл тымарĕнчи çынсем. Павел Терентьевич ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ĕçчен çемье пуçлăхĕ вун пĕр çул ытла ял совет председателĕнче тăрăшнă. Карелипе фин вăрçине хутшăнса аллине çухатнă ветеран çĕнĕ çĕрте пурнăç кĕрлесе кайтăр тесе сахал мар тимленĕ. Ялта пĕр суту-илÿ пункчĕ пулманран хăй лартнă çуртăн хыçалти пайĕнче вăхăтлăха лавкка та уçнă. Ахаль çынна тĕттĕм кĕтесре краççын, шăрпăк тата ытти чи кирлĕ таварсене тупасси чĕр вилĕм вĕт. Халĕ ашшĕ пилленĕ йывăç тымарне унăн ывăлĕн – Валерий Павловичăн çемйи малалла тăсать. Пилĕк ача ашшĕн малашлăхĕ çутă темелле: кĕçĕн ывăлне вăл аслашшĕн çуртне пехиллесшĕн. Сăмах май каласан, ялта нумай ачаллă çемьесем сахал мар: Васильевсем, Петровсем, Терентьевсем... Сиплĕ вăрман сывлăшĕ ратнесене сарăлма пулăшатех.
Пурнăç тума Ульяновка таврашне суйласа илнисем хушшинче Татмăшсем те пур. Вăл вăхăтра хутса ăшăтма вут-шанкă, çурт-йĕр çавăрма йывăç тупма йывăртан Никифоровсем те çак таврашра никĕсленнĕ. Районăн тепĕр кĕтесĕнчех пурăнакансем вăрманлă вырăна ăçтан куç хывнă-ха; Хир енчисем кунта çĕр улмипе вутă улăштарма килсе çÿренĕ-мĕн.
Çак çулхинех Елчĕк районĕнчи Курнавăшран Дмитриевсем, Егоровсем, Павловсем, Аслă Шăхальтен Грибовсем, Вороновсем, Якимовсем, Кудринсем инçе çула çывăхлатса куçса килнĕ.
Александр Никонорович Грибов хăйсен çемйи ют вырăнта вырнаçнине лайăхах ас тăвать. Ун чухне шăпăрлан пилĕк çулта пулнă. Пĕр гектар йывăç кăкланăшăн çĕнĕ çынсене çирĕм сотăй çĕр панă. Вĕсем вара унта майĕпен хăйсен йăвине çавăрнă. Малтанласа пурте тенĕ пекех тарăн çырма хĕрринчи çĕрпÿртсенче пурăннă. Тăррисене хурама хуппинчен витнĕ. Каярахпа хуралтăсен çийĕсене те çавăн пекех хупланă. Пурăнма май пур çурчĕсене сасартăк мĕншĕн пăрахса хăварнă-ха Елчĕксем; Чăн малтанах çакнашкал шăпаллисене вунă çуллăха ял хуçалăх налукĕнчен хăтарнă-мĕн. Хресчене чăн малтан çакă илĕртнĕ. Вăрман çывăхĕнче вут-шакă хатĕрлеме çăмăл пулни те халăха илентернĕ. Çак сăлтавсемпе харсăррисемпе хастаррисем инçе çула теветкеленсе тухнă та. Халĕ ĕнтĕ вĕсен йăхĕсем ялта виççĕмĕш сыпăка çитнĕ.
Альбина ЕГОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: А. Терентьева пенсионерка кăмпаран таврăнать; ял почтальонĕ А. Александров (сулахайри) пенси укçине валеçет; çурт çумĕнчи кÿлĕре хур-кăвакал савăнать; Пăла юхан шывĕ пуçланнă вырăн; ачасенче – Ульяновка малашлăхĕ.
Пĕлме:
Хальхи вăхăтра ялта Е. Грибова заведующи ертсе пынипе культура вучахĕ ăнăçлă ĕçлет. Малтанхи çулсенче ăна чылай вăхăт хушши унăн хуньашшĕ Александр Грибов ертсе пынă.
Аслă вăрçă пĕтнĕ çултанпах фельдшер пункчĕ пур. 1993 çулта ăна çĕнетнĕ. А.Семенов, М. Кутузова, А. Пудовкина унта заведующисем пулса тăрăшнă.
Паян ялта Георгий Петров вăрçă ветеранĕ чи ватти шутланать.
Куллен Ишлĕри вăтам шкулпа ясли-сада çак ялтан 16 ача шкул автобусĕпе çула тухать.