АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕс те витĕм кÿрет

22 сентября 2012 г.

Авалхи цивилизаци вăхăтĕнчех тĕссене сиплев ĕçĕнче усă курнă. Египетра чиркÿсенче хĕвел пайăрки хуçăлса кĕленче е урăх япала витĕр тĕрлĕ тĕслĕ йăрăм кăларакан ятарлă пÿлĕм пулнă. Унта çынсем терапи енĕпе сипленнĕ. Халĕ çакна хромотерапи улăштарчĕ.

Хĕрлĕ тĕс нерв системине йĕркелет, пĕверпе мышцăсене вăй-хал кĕртет теççĕ. Юн сахал, астма, пневмони, ревматизм, ылмаш куç чухне те пулăшать имĕш. Анчах вăрах вăхăт çак пÿлĕмре ларсан чĕре таппи хăвăртланать тата ывăнни палăрать-мĕн. Сарă тата лимон тĕсĕ хускану тĕввисене, мышцăсене витĕм кÿрет, пĕверпе хырăмлăха, ÿте тасатать. Кăмăл çĕкленет. Сахăр диабетĕнчен, апата лайăх ирĕлтерме пулăшать, ылмаш куçлисемшĕн, япăх куракансемшĕн усăллă. Ÿт температури пысăк, невралги чухне усă курмалла мар. Симĕс тĕс тымарсем пĕрĕннине сирсе яма, юн пусăмне чакарма, капилярсене сарма, кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать.

Кăвак тĕс юн пусăмне ÿстерет, микробсене хирĕçле витĕм кÿме пултарать. Хăлха, пыр, сăмса чирлĕ чухне вырăнлă. Хĕрлĕ кăвак тĕс сула ĕçне, аппетита ла-йăхлатать, пуç ыратнине ирттерет, ыйха йĕркене кĕртет теççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика