АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пĕчĕк виçе паллă

26 сентября 2012 г.

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче 2013 çул валли Чăваш Республикинче пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртасси çинчен калакан саккунăн проектне пăхса тухнă. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви палăртнă тăрăх 2013 çулта ку виçе 5121 тенкĕпе танлашĕ. Çакна потребитель карçинккине тата 2013 çулта апат-çимĕçпе усă курас шай 6,3 процент чухлĕ улшăнма пултарассине шута илсе йĕркеленĕ. 2012 çулта республикăри пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçи 4818 тенкĕ пулнă, 2011 çулта вара – 4259 тенкĕ.

Федерацин “Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен шайĕпе пенси çумне хушса паракан тÿлеве палăртнă чухне усă кураççĕ. Ăна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пенси илекен ĕçлемен ватăсене параççĕ. Пенсионера пурлăхпа тивĕçтернин пĕтĕм суммине палăртнă чухне пенси виçине, хушма социаллă тÿлеве, уйăхсерен паракан тÿлеве, социаллă пулăшу паракан ытти мерăсене шута илеççĕ.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулхи июлĕн пуçламăшĕнче республикăра 25 пин пенсионер пенси çумне социаллă хушнă тÿлев илнĕ. Социаллă пенсие илекенсем ытларах пенси çулне çитменнисем. Унăн вăтам виçи Чăваш Енре 883 тенкĕпе танлашать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика