АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕсметрен пăрăнан, суд сакки çине ларан

26 сентября 2012 г.

КĔРКУННЕПЕ çуркунне унта та кунта салтак юррисем илтĕнеççĕ. Ĕлĕкренех пыракан йăла-йĕркене пăсмасăр вĕсене ал шăлли çакнă каччăсем тата унăн юлташĕсем шăрантараççĕ. Октябрь уйăхĕнче районта та, ытти çĕрти пекех, çул çитнĕ яшсем патне повесткăсем килме пуçлĕç. Анчах пĕрисем çĕр-шыва хÿтĕлеме кăмăлтанах каяççĕ пулсан, теприсем тарса çÿреççĕ. Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулать. Хăть мĕн чухлĕ пытанса пурăнсан та таркăнсене тытаççех. Ун чухне вара пĕрне те пуçран шăлмаççĕ. Иртнĕ призывра, акă, пилĕк çын суд сакки çинче ларнă, вĕсене 80 пин тенкĕ таран штрафланă. Малашне 200 пин тенкĕ таранах пуласса калаççĕ. Айăпласа палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн йĕкĕтсен пĕрех салтак аттине тăхăнма тивет-мĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика