АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яла пырса кĕрсен

26 сентября 2012 г.

Лартнă йывăç-курăк лаптăкне ÿстерес тата объектсене тирпейлĕ тытса тăрас енĕпе районта “Чи лайăххи” ята палăртма 8 номинаципе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. “Чи кăтартуллă урам” ята Тăрăн ял тăрăхĕнчи Треньел ялĕнчи Николай Кошкин ячĕпе хисепленекен урама панă. “Чи лайăх хушма хуçалăх” номинацие Шăнкăртамри Д. Абдулвалеев хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Ыхра Çырминчи Р. Вахитовăн – иккĕмĕш, Пăлаçи Атăкри А. Сушкон виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Патăрьелĕнчи Р. Халдырминан, Красномайскинчи А. Михайловăн, Тăрăнти П. Думилинăн хуçалăхĕсене те лайăх енчен палăртса хăварнă.

Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека “Чи хăтлă администраци çурчĕ” хисепе çĕнсе илнĕ. Патăрьелĕнчи çыхăну уйрăмĕ те тавралăха илемлетессипе аван ĕçленĕ.

“Социаллă сферăри чи хăтлă объект” – Çĕнĕ Ахпÿртри “Çеçпĕл” ача сачĕ.

“Кăтартуллă суту-илÿ объекчĕ” – Чăваш Ишекĕнчи А. Иванов предпринимателĕн “Акапулька” лавкки.

“Чи тирпейлĕ обществăлла пусă (çăл)” ята Сăкăтри “Мирун” кану зони патĕнчи пусă йышăннă.

“Чи тирпейлĕ ял” тата “Нумай хваттерлĕ çуртри кăтартуллă картиш” номинацисенче палăртнă критерисене тивĕçтерменнипе нихăшне те паман.

Çĕнтерÿçĕсене преми тата “Чи лайăххи” ята илнине çирĕплетекен вывеска парса хавхалантарĕç.

Конкурса пилĕк ял тăрăхĕ – Алманчă, Ишлĕ, Пикшик, Аслă Чемен, Шăхач – пачах хутшăнман.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика