АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир ан кăтарттăр хур

26 сентября 2012 г.

Комсомольски районĕнче килти кушак уртаракан чирпе чирленине тупса палăртнă. Маларах вара вăл кил хуçисене те сиенлетме ĕлкĕрнĕ. Вăхăтра сисни, ятарлă прививка туни вĕсен пурнăçне упраса хăварма май панă.

Уртаракан чир çинчен мĕн пĕлмелле-ха; Вăл чĕр чунсемшĕн те, çынсемшĕн те хăрушă инфекци чирĕ шутланать. Ăна саракансем – тилĕсем, кашкăрсем, йытăсем, кушаксем... Чирлĕ тискер чĕр чунсем яланхи асăрханулăхне çухатаççĕ, ялсене кĕрсе выльăх-чĕрлĕхе, хушăран этемсене те тапăнаççĕ, çапла майпа инфекци ертеççĕ. Вирус организмри сĕлекепе пĕрле тухать, çыртсан, çулласан е чĕрнепе чĕрсен те ерет. Çăвартан тухакан шĕвекпе вараланнă япала урлă та сарăлма пултарать. Вирус чир палăриччен 10 кун маларах та, инкубаци тапхăрĕ вĕçленсен те тĕрĕслесен палăрать. Çавăнпа та сывă курăнакан кушак е йытă çыртни, çуллани, чăрмалани тÿрех сисчĕвлентермелле. Çынпа хутшăннă чĕр чун сывă е чирлине пĕлме ветеринари работникĕсем ăна 10 кун сăнаççĕ. Пурте йĕркеллех пулсан прививкăсем тума чарăнаççĕ.

Çынсен уртаракан чирĕн инкубаци тапхăрĕ 10–30 кунтан пуçласа 6 уйăхчен тăсăлать, хăш чухне çулталăкран тин палăрать. Çакă ăçтан çыртнинчен килет. Вăхăтра прививка тусан иммунитет вăйланнипе чир сарăлаймасть.

Йытă е ытти чĕр чун çынна сиенлесен тÿрех медицина пулăшăвĕ илме васкамалла. Маларах вара супăньпе темиçе хутчен çумалла, йĕри-тавра этил спирчĕпе сăтăрмалла, хирург е травматолог патне каймалла. Çыртнă выльăх камăн иккенне пĕлсен хуçин ятне, адресне пĕлтермелле. Вăл прививка тумалла е тумалла маррине татса параять.

Хăрушă чиртен вăхăтра сипленсен çеç нушаран пăрăнса иртме май пур.

Р. ГАВРИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика