26 сентября 2012 г.
Эпир мăшăрпа иксĕмĕр те çамрăк мар ĕнтĕ, 80 çула çывхаратпăр. Эпĕ 38 çул кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентсе хисеплĕ канăва кайрăм. Мăшăрăм, Василий Михайлович колхозра малтан агрономра, кайран 15 çул председатель пулса ĕçлерĕ. ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ ята та тивĕçрĕ вăл. Ватлăх савнăç мар пулин те килти ĕçсенче хамăрах кăштăртататтăмăр-ха. Вăйпа пурнăçламаллисенче, паллах йывăр тивет. Çакна Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем асăрхарĕç. Ку хутĕнче 9 “а” класа çÿрекенсем çĕр улми пуçтарма пулăшрĕç. Çакăнта шкул администрацийĕпе Н. Кошелева класс ертÿçин тÿпи пысăк. Ватăсене манманшăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр.
Меланияпа Василий МЕДВЕДЕВСЕМ.