26 сентября 2012 г.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче районти шкулсенче вĕренекен 8 ача акăлчан чĕлхипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене тытрĕ. Патшалăх вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн 2020-2021 çулсенче вара çак предметпа пурин те экзамен тытмалла пулать. Ăна вырăс чĕлхипе литература, математика тĕрĕслевĕ пекех туса хунă. Пĕр енчен çакă тĕрĕс те пулĕ. Чĕлхе Киева илсе çитерет, тĕнчене илсе тухать теççĕ. Çамрăксен малашлăхĕ пысăк-çке. Анлă форумсем, олимпиадăсем, ытти мероприятисем пурте акăлчан чĕлхипе иртеççĕ. Канма каякансене, наука ĕçне кÿлĕнекенсене те хутшăнма кирлĕ вăл. Çавна тĕпе хурса ют чĕлхене вĕрентессине шкулсенченех тĕплĕ илсе пыни кирлĕ. Халĕ ăна кĕçĕн классенченех вĕренме пуçăнаççĕ. Çимĕçĕсене пуçтарма та пулать ĕнтĕ. Акă, Аслă Чементи вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н. Кошелева ачисем тĕнче шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма пултарчĕç. Çулленех районта иртекен “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” наукăпа практика конференцийĕнче те малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕнче – педагогсен тăрăшуллă ĕçĕ. Вĕсем вĕрентÿ проблемисене пĕрлехи семинарсенче сÿтсе яваççĕ, методика пĕрлешĕвĕн секцийĕсенче çĕклеççĕ, хăйсен ĕç опычĕпе пĕр-пĕрне паллаштараççĕ, уçă уроксем ирттереççĕ. Нумаях пулмасть “Новое время” издательствăра “Спецкурс по регионоведению” кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Виçĕ авторăн – Нăрваш Шăхалĕнчи Т. Митрофанова, Аслă Чементи Н. Кошелева, Патăрьелĕнчи З. Чабатова педагогсен – пĕрлехи ĕçĕ вăл. 56 страницăллă иллюстрациллĕ кăларăмра вĕренекене кирли пайтах. Текстсенче наци, экологи ыйтăвĕсене çĕкленĕ, районăн паллă çыннисене кĕртнĕ. Чĕлхене пуянлатмалли, тавракурăма аталантармалли ĕçсем те пур. Кĕнекепе педагогсем ачасене вĕрентес ĕçре тĕллевлĕ усă курасси куç кĕретех.
А. ИВАНОВА.