26 сентября 2012 г.
Мĕн чухлĕ ытларах пурăнатăн, çавăн чухлĕ нумайрах пĕлетĕн. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç Пăлапуç Пашьелĕнчи библиотекăна çÿрекен çамрăк вулавçăсем. Малтанах вĕсем “Сиплĕ эмелсем” кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Унтан йывăç-курăк çитĕнекен вырăна тухрĕç. Вăрман юнашар кунта. Унăн пуянлăхĕпе паллаштарма Л. Александров пенсионер та хирĕç пулмарĕ. Леонтий Иванович Улатăрти вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан 40 çул ытла Пăла лесничествинче ĕçленĕ. Вăрмана упрас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн пысăк наградăсене тивĕçнĕ.
Хыр, юман, хурăн, ытти йывăçсем кармашаççĕ пĕлĕтелле. Юнашар çĕмĕрт, пилеш, сăвăс йывăçĕ, кашкăр çырли, палан, йытă çĕмĕрчĕ, уртăш, шĕшкĕ, шăлан тĕмĕсем ÿсеççĕ. Кĕтмел, хура çырла, пилеш курăкĕ, курак çырли çупкамĕсем пур.
Вăрманçă кашни эмел курăкĕпе тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕ, вăрман тăван тавралăхăн пуянлăхĕ пулнине ĕнентерчĕ.
Хисеплĕ шурсухал ачасене кăмпа ÿсекен вырăнсене илсе кайса кăтартрĕ. Халĕ шăпах çак çимĕçе татмалли вăхăт-çке.
Р. ЕФИМОВА.