АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани ĕçĕ – пĕрлехи ĕç

26 сентября 2012 г.

Тумлантарсан тунката та хитре текен шухăша пĕтĕмлетсе пырса кĕтĕм эпĕ Кивĕ Ахпÿртри “Çăлкуç” ача садне. Унчченрех аслă çул енче пĕлĕтелле кармашакан çÿллĕ ăвăссемпе хурăнсем ларатчĕç. Вăхăт иртнĕ май тайăлма пăхни, турачĕсем хуçăлса илемсĕрленни те пурччĕ. Халĕ çак вырăна йăлтах тирпейленĕ, хăш-пĕр йывăçа каснă, илем кÿме пултараканнисене хăварнă. Хуçăлнă пĕр турат çине вара акăш валли “йăва” çавăрнă, вĕçен кайăкне те “чĕп кăларма” лартнă. Тункатисене те сăн кĕртнĕ. Кăмпа ÿсет , сысна йĕкел пухать тейĕн кунта.

– Пушă вырăна тăрăллă веранда турăмăр. Халиччен вăл пирĕн пĕрре çеçчĕ. Ачасем уçăлма тухсан шăрăх çанталăкра та, сулхăнра та, йĕпере те унта кĕреççĕ. Курăсăр, йĕри-тавра – чечек тĕнчи. Хĕлĕн-çăвĕн “çеçке” çураççĕ мар-и лантăшсем, шăнкăрав курăкĕсем, розăсем... Сĕткенрен пушаннă пластик савăтсенчен тунă вĕсене,– хăйсен ĕçĕпе çакăнтанах паллаштарма пуçларĕ ача сачĕн заведующийĕ В. Табакова воспитательницăсемпе пĕрле çитĕнекен ăрăва тултах кĕтсе илнĕ май. – Çанталăк лайăх паян. Ирех хĕвел пăхать. Ĕçе васкакан ашшĕ-амăшне ачине мĕншĕн шала кĕрттерсе тăратмалла! Район центрне, кооператив уй-хирне вĕсем те вăхăтра çитчĕрех.

45 ача çÿрет садике. Кукашшĕ-кукамăш, аслашшĕ-асламăш мăнукĕсем те пур. Хуларан килнĕскерсем вĕсем. Унта ача садне ямашкăн черечĕ вăрăмрах пулас. Çавăнпа воспитательницăсен утма пĕлнĕ е пĕлменнисемпе, калаçма вĕреннĕ е вĕренменнисемпе çанă тавăрсах ĕçлемелле. Чи кĕçĕн ушкăнра яланах ытларах.

– Аслă ушкăна ку вĕренÿ çулĕнче 15 ача килчĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ – шкул сакки çине ларма хатĕрленекенсем. Икĕ тĕрлĕ программăпа ĕçлеме тивет,– сăмаха малалла тăсать Е. Мулюкова (çÿлти сăн ÿкерчĕкре) воспитательница.

Çĕнĕ çын мар вăл кунта. Ĕç стажĕпе виççĕмĕш теçеткене ваклать. Çитĕнекен ăру правур. Анчах ачасем хăш-пĕр сас паллисене калаймаççĕ-ха, чĕлхе аталанăвĕ кирлĕ шайра мар. Ку енĕпе районти вĕрентÿ пайĕн логопечĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ.

Шкул çулне çитсе пыракансем патне пуçламăш классемпе ĕçлекен учительсем те килсе çÿреççĕ. Çакă та пĕлÿ никĕсне хурас ĕçе витĕм кÿрет. Шкулта вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем пĕрлехи мероприятисем ирттерни те вырăнлă. Ку хутĕнче те “Светофорик” конкурса пурте хастар хутшăннă, çул-йĕр правилисене аса илнĕ. Иртрĕ вĕренÿ çулĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсем спектакль тата концерт лартса панă. Аслисене кура кĕ-çĕннисем те конкурссене явăçма тăрăшаççĕ. Акă, район администрацийĕн пуçлăхĕн тата районти “Авангард” хаçат призĕсемшĕн пынă ăмăртура та тăваттăмĕш вырăна тухрĕç. Иртнĕ çул велосипедистсен ăмăртăвĕнче Вова Гаврилов çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕччĕ. “Любознайка” конкурсра вара Д. Каргина савăнтарнă. Ачасен çитĕнĕвĕнче кадрсен тÿпи пысăк. Р. Плечова, С. Логунова, Е. Колпакова воспитательсем çак ĕçре тахçантанпах вăй хураççĕ. С. Сурков музыка ертÿçи (аялти сăн ÿкерчĕкре) пирки те ырă сăмах каламалла: кирек хăш уяв валли те ачасене çĕнĕ юрă-ташă вĕрентет.

Коллектив ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытать. Тăрăллă верандăна тума та вĕсемех пулăшнă. Акă С. Рубцов, маларах хăй те çак садикре ÿссе çитĕннĕскер, пулăшу пама нихăçан та хирĕçлемест. П. Хитров, П. Каргин, А. Мальцева тата ытти вуншар ашшĕ-амăшĕ пирки те çакнах каламалла. Анчах тумалли, татса памалли тупăнсах тăрать çав.

– Требованисем ÿссех пыраççĕ халĕ. Хăшне-пĕрне шкул администрацийĕпе килĕ-шÿллĕн татса пама тăрăшатпăр. Çитменни, пăшăрхантараканни килти хуçалăхра та пулать. Çапах коллективпа, ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăмахра пулса тăван халăхăмăрăн чĕлхине, наци йăли-йĕркине илсе пырассине те, çитĕнекен ăрăва сывă та тĕреклĕ пăхса ÿстерессине те мала хума тăрăшатпăр, – тет В.Табакова заведующи.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика