26 сентября 2012 г.
Юлашки çулсенче террористсен киревсĕр ĕçĕсене пула мĕн чухлĕ айăпсăр çын пурнăçĕ татăлмарĕ-ши тĕнчере; Террорла ĕçсем кирек мĕнле вăхăтра та пулма пултараççĕ. Çавăнпа пирĕн пурин те питĕ тимлĕ пулмалла. Хăйне хăй вĕлерекен террориста курсан е пăшалтан пенĕ çĕре лексен мĕн тумалла;
Çав териех тимлĕ пулăр, уйрăмах халăх йышлă пулакан вырăнта асăрханăр. Енчен те эсир ăнсăртран иккĕлентерекен çынпа тĕл пултăр, е иккĕлентерекен япала, е транспорт хатĕрĕ асăрхарăр пулсан, кун пирки полицие 02 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр, е çул çинче тĕл пулнă полици тумĕллĕ çынна яваплăр.
Хăйне хăй вĕлерекен террористран мĕнле паллăсем асăрхасан тармалла;
1. Унăн тумтирĕ иккĕлентерсен. Çанталăкпа килĕшÿсĕр тумтир тата ун айĕнче мĕн те пулин пур пек туйăнсан.
2. Хăйне темле ăнланмалла мар тытсан, халăх хушшине пытанма тăрăшсан, канăçсăрлансан, вĕчĕрхенсен. Сăмахран, уçăмлă мар, нервăна тивекен тата киревсĕр сăмахсемпе мăкăртатсан; унталла-кунталла пăхса утсан е чупсан, хăрушсăрлăх, полици службин сотрудникĕсемпе тĕл пуласран тарма хăтлансан.
3. Иккĕлентерекен япаласем. Чăматан, хул пуççи урлă çакнă хĕрарăм сумки, рюкзак (енчен те вĕсенчен электричество пралукĕсем тухса тăраççĕ пулсан), переключательсем, электричество тата электронлă приборсем кăштах курăнса е мăкăрăлса тăраççĕ пулсан.
4. Иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕсем. Номерĕсене хăй çырнă пек курăнсан е умрипе хыçалти номерĕсем пĕр пек пулмасан; нумайлăха площадка варрине лартнă е машинăсем лартма юраман вырăнта тăракан иккĕлентерекен транспорт хатĕрĕ.
Енчен те иккĕленсен мĕн тумалла;
1. Полицие шăнкăравлăр та иккĕлентерекен çын пирки май килнĕ таран ытларах информаци парăр.
2. Калаçнă хушăра иккĕлентерекен çынна е транспорт хатĕрне сăнама тăрăшăр.
3. Саккунпа правăна сыхлакан органсем çитессе кĕтсе илĕр.
Террорист тапăнсан мĕн тумалла;
1. Енчен те правăна сыхлакан сотрудниксем килсе çитеймерĕç пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр тепĕр хут полицие шăнкăравлăр.
2. Ушкăна ан пуçтарăнăр тата ун çывăхне ан пырăр.
3. Хăрушла вырăнтан пăрăнăр, мĕншĕн тесен унта сирпĕнекен япаласем татах та пулма пултараççĕ.
4. Çăлакан службăсен машинисем валли çула ирĕклетĕр.
5. Йĕри тавра мĕн пуррине сăнăр та иккĕлентерекен е сирпĕнекен япаласем çинчен пĕр тăхтаса тăмасăр полицие пĕлтерĕр.
6. Енчен те иккĕлентерекен çынсене арестлеме тата террорла тапăннă çĕре хутшăннă транспорт хатĕрĕ ăçта пулнине пĕлме пулăшакан информаци илтрĕр пулсан, кун пирки çийĕнчех полицие пĕлтерĕр.
С. АГЕЕВ.