26 сентября 2012 г.
Липецкра “Раççей-2012 çулталăк учителĕ” конкурс старт илчĕ. Ăна вун иккĕмĕш гимназире чыслă лару-тăрура уçнă. “Мĕншĕн çакăнта;” – тейĕ вулакан. Иртнĕ çулхи конкурс çĕнтерÿçин çĕрĕ-шывĕ вăл. Вĕрентÿ учрежденийĕ те халиччен тытса пыракан ĕçе çĕннисене кĕртсе пырать. Гимназире “Çулталăк учителĕ” облаçри конкурсăн 4 çĕнтерÿçи ĕçлет.
Малтанах вĕренекенсем сăмах илнĕ. Унтан тăрăшуллă педагогсен ĕç опытне кăтартнă. “Конкурса хутшăнакансен тĕлĕкĕ” видеоролик вара пурне те шухăша янă: шкул, вĕренекенсем, урок, тĕрĕслемелли тетрадь купи, тăхтав, уявсем... Раççейри вĕрентÿпе наука министрĕ Д. Ливанов вĕрентÿ системинче тăракан задачăсем çинчен калани.
Гимназистсем хăнасене кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Кашни конкурсанта çак тупăшăва халалланă облаçри “Золотой ключик” ачасен хаçатне тата ăнăçусем сунса çырнă керамика шăнкăрав панă.
Гимназире хăнасене кĕтни ытти енчен те сисĕннĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕ çинчен кирлĕ информацие ятарлă панелсемпе терминалсенче тупма пулать. Кашнийĕшне хăй тĕллĕн хатĕрленмешкĕн компьютерсемпе принтерсемлĕ пÿлĕмсем пур.
Республика чысне çак конкурсра (истори предмечĕпе) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ертÿçи Н. Андреева хÿтĕлет. Наталия Борисовнана саккăрмĕш ушкăна кĕртнĕ. Вăл тунти кун вунпĕрмĕшсемпе урок ирттернĕ. Программăра вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕпе калаçу йĕркелесси те пур. Çĕнтерÿçĕсем октябрĕн 1-мĕшĕнче паллă пулĕç. Патăрьел хĕрне ăнăçусем çеç сунар.
(Хамăр корр.)