26 сентября 2012 г.
“Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцине 128 делегатсăр пуçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева, “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕнчи депутатсем, Чăваш Енри ведомствăсен тата федерацин территорири ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, район-хула пуçлăхĕсем – депутатсен Пухăвĕсен председателĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Кун йĕркипе регламента çирĕплетнĕ хыççăн трибуна умне Михаил Игнатьев тухнă. Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин чăваш регион уйрăмĕ çĕр-шыври тата республикăри виçĕ суйлав кампанийĕнчен – Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕн суйлавĕсенчен ăнăçлă тĕрĕсленсе тухнине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ малалла республикăри политика лару-тăрăвне тĕплĕ тишкернĕ, социаллă программăсене пурнăçланипе паллаштарнă, пĕчĕк бизнеса аталанма майсем туса пани çинчен каласа кăтартнă. Партин регион пурнăçĕнчи витĕмне темиçе тĕслĕхпе çирĕплетнĕ: килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса “пĕçернĕ çăкăр тутлă пулать”. Республика Правительствипе “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” регион уйрăмĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕн ÿсĕмне çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курассине, ăна суд урлă хăйсемшĕн кăна усă курма хăтланакан çынсен аллинчен туртса илсе нумай ачаллă çемьесене тивĕçтерессине тата паянхи ытти çивĕч ыйтăва хускатнă Михаил Игнатьев. “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн çĕнĕ йышĕпе унăн çĕнĕ секретарьне малашне те пĕр-пĕрне ăнланса , совеç тата саккун хушнă пек ĕçлеме ырă суннă.
Регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов XVII отчетпа суйлав конференцийĕ хыççăнхи тапхăр Владимир Путинпа Дмитрий Медведев сĕннĕ политикăпа экономика курсне, партин юлашки съезчĕсен йышăнăвĕсене, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн стратегине пурнăçа кĕртмелли ăнăçлă тапхăр пулнине çирĕплетнĕ.
Конференци делегачĕсем вăрттăн тата альтернативлă майпа партин регион уйрăмĕн секретарьне суйланă. Политканаш тата тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене çирĕплетнĕ. Секретарь ĕçĕ-сене малашне те Николай Малов туса пырĕ: сасăлава хутшăннă 105 делегатран 77-шĕ уншăн пулнă. Политканаша 47 çын хăварнă. Конференцире партин çĕнĕ членĕсене билетсем панă, партин ĕç-хĕлне хастар хутшăннисене Тав çырăвĕпе чысланă.
“Хыпартан”.