03 октября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн канашлăвĕнче халăха хыпарламалли регионти автоматланă тытăма çĕнетмелли ĕçе 2015 çул тĕлне вĕçлемеллине асăрхаттарнă.
Тытăма кăçалхи июлĕн 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ май аппарат кивелнине, ăна çĕнетмеллине палăртнă. Чăваш Енри ГКЧС тĕлĕпе йышăннă республикăн ятарлă программинче аппарата 2020 çул тĕлне йĕркелесе çитерме йышăннă. Михаил Игнатьев вара ĕçе кĕске вăхăтрах туса пĕтерме хушнă. Республика Пуçлăхĕ программăна çĕнĕрен пăхса тухма сĕннĕ, тытăма 2015 çул тĕлне çĕнетме тĕллев лартнă. Сăмах май, çак кунсенче Чăваш Енре командăпа штаб вĕренĕвĕ иртнĕ.