03 октября 2012 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕ “Универсаллă электрон картти çинчен” саккун проектне ырланă. Универсаллă электрон карттине ĕçе кĕртме Чăваш Ене 28,5 млн тенке яхăн кирлĕ пулать. Ку укçа-тенке икĕ çула шута илнĕ (2012-2013). Унсăр пуçне тĕп нухрата 2013 çул валли хурса хăварнă. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Валентина Андреева каланă тăрăх, çак картăпа усă курасси федераци саккунĕн никĕсĕ çинче пурнăçланать. Универсаллă электрон карттине çĕр-шывăн хăш-пĕр регионĕнче ырлани паллă. Пилотлă субъектсем çаксем: Мускав хули, Тутарстан, Астрахань облаçĕ, Пушкăртстан тата Краснодар крайĕ. Çак вăхăтрах Санкт-Петербургра, Пенза, Калининград, Кемерево, Астрахань облаçĕсенче, Удмурт, Кабардин-Балкар, Мордва, Пушкăрт республикисенче, Камчатка тăрăхĕнче, Чукотка автономи округĕнче, Хакаси автономи облаçĕнче универсаллă электрон картти çинчен калакан саккуна йышăннă.
Карта уйрăм çынна ĕнентерекен документран, медицина страхлав полисĕнчен, пенси страхлавĕн свидетельствинчен, банкăн тÿлев карттинчен тăрать. Вăл банк картти пысăкĕшех, анчах унăн суя карта тăвассинчен асăрханмалли хÿтлĕх шайĕ пысăкрах. Микрочип вара çыннăн даннăйĕсене тата электрон приложенийĕсене упрать. Карта патшалăх тата муниципалитетăн пулăшу ĕçĕсене пурнăçлама пулăшать, унпа ЖКХпа татăлма, çыхăнушăн тÿлеме, лавккара тавар, билет туянма пулать.