03 октября 2012 г.
Районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕ кĕрхи призыв пуçланнă май 2012 çулта çар службине каясран пăрăнса çÿрекенсен ячĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пĕтĕмлетнĕ.
Раççей Федераци Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Раççей гражданинĕн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси тивĕç шутланать, анчах хăш-пĕр каччă çакăн пирки манать. Хĕсметре тăрассинчен тарса çÿренипе 9 уголовлă ĕç пуçарнă, суда çитернĕ. Патăрьел районĕпе – 3, Елчĕкпе – 5, Комсомольскипе 1 яш йĕркене пăснă.
Çара кайма юрăхлă пулсан та, призывниксем Çар комиссариатне килмен. Иккĕшĕ вара учетран тухса урăх региона тухса кайнă, анчах çĕнĕ вырăнта та шута тăман. Çавăн пекех тăхăр яшран саккăрăшĕн яланхи ĕç вырăнĕ пулман. Пĕри Хусан хулинче шалти ĕçсен органĕн сотрудникĕ шутланнă, уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн ăна кăларнă. Асăннă каччăна темиçе хутчен те повестка панă, апла пулин те вăл Çар комиссариатне килме васкаман. Пĕрремĕш хут документа аллине тыттарнă хыççăн вăл никама та нимĕн те пĕлтермесĕр тухса кайнă. Кайран хăй больницăра сипленни пирки суя документ тăратнă.
РФ уголовлă кодексăн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, преступлени тăвакансене штраф панă: 50 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран. Таркăнсене икĕ çул таран ирĕкрен те хăтарма пултараççĕ, анчах кун пек тĕслĕх пулман.
Р. ШАЙХАЛОВ,
районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн ертÿçи.