03 октября 2012 г.
Кашни кун тенĕ пекех самана улшăнса пырать. Шыв юххийĕ евĕр пурнăçра шав çĕнĕ пулăмсем ишсе иртеççĕ. Вĕсемпе пĕрлех самай çĕнĕ япаласем çуралаççĕ. Çавна май общество пире хыçа хăварнă çулсене мĕнле те пулсан упраса хăварма хистет, аваллăха малашлăх валли çырма ыйтать. Асăннă тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлекен учрежденисем шутне музейсем те кĕреççĕ.
Вĕсем çĕнĕ ăру асаттесемпе асаннесен шăпийĕ пирки кăшт та пулсан пĕлтĕр тесе тăрăшаççĕ. Патăрьелĕнчи «Çăкăр» музейĕ, историпе этнографи статуслăскер, 1994-мĕш çултанпа куракансене хапăл тăвать. Ăна çăкăр туса илекенсене халалланă. Çавна пулах асамлă вырăнта чăн пирваях умма чăваш çыннин ĕлĕххи ĕç хатĕрĕсем тухса тăраççĕ. Кунта акапуç, сÿре, сухапуç, калак, кĕрепле, çава-çурла тата ыттине те куратăн. Вĕсемсĕр пуçне тум-тирпе, тĕрлĕ йăла-йĕркепе, уявпа, пÿрт-çурт таврашĕпе çыхăннă япаласем упранаççĕ. Çакăнтах вăрçă, выçлăх, совет самани чухнехи çулсене çутатса паракан экспонатсем те пур. Ик-виç пÿлĕме районти социализм ĕçĕн геройĕсен сăнĕсене вырнаçтарнă. Музей картишĕнче вара Алексей Талвир пурăннă пÿртпе унăн бюсчĕ лараççĕ. Кунти кашни экспонатпа хăйне евĕр кăсăклă самант çырăнса юлнă. Ун пеккисене музейçăсем нумай аса илме пултараççĕ.
Музей пирĕн ума юмахри евĕр тÿрех тухса тăман. Ăна экспонат çумне экспонат пухнипе йĕркеленĕ. Çак ĕçре В. Кидановăн тÿпи самай пысăк. Вăлах пуçаруçă та, пĕрремĕш ертÿçĕ те. Виталий Яковлевич 2006-мĕш çулччен район историне асра хăварас тесе нумай вăй хунă. Халĕ унăн тăрăшулăхне сая ямасăр малалла В. Мал-лина аталантарать.
Аваллăх çурчĕ ун аллине лексен тата анлăланнă, пуянланнă. Паянхи кун тĕлне илес пулсан, кунта çĕнĕрен те çĕнĕ стендсем хутшăнаççĕ. Вĕсем районти паллă çынсемпе çыхăннă. Акă, манăн та Николай Исмуков çуралнă вăхăта халалланăскерпе паллашма май килчĕ. Стендсемсĕр пуçне çĕнĕ кĕтес те йĕркелесшĕн. Вăл районти афганецсен ячĕпе хисепленĕ. Музей пуçлăхĕ вăрçăра çапăçнă салтаксем пирки материалсемпе экспонатсем пухма Юрий Майрушкинпа Сергей Раськин нумай пулăшнине палăртать. Музейçăсем кĕтесе хатĕрлесе уçнă çĕре Афганистан паттăрĕсемпе вĕсен тăванĕсене пухас шухăш пуррине те пĕлтерчĕç.
Пуçаруллă ĕçченсем куракансене яланах пĕр-пĕр уяв е паллă пулăм тĕлне тĕрлĕ мероприятипе савăнтарма тăрăшаççĕ: Мăн кун умĕн çăмарта хĕретеççĕ, сурхури вăхăтĕнче юмах яраççĕ. Ваттисен е аннесен кунне концерт лартса параççĕ. Юлашки çулсенче наци музейĕнчен илсе килнĕ выставкăсене те курма пулать.
Музейăн яланхи хăнисем – районти пултаруллă çынсемпе хисеплĕ гражданинĕсем. Курма килме вара ытларах шкул ачисем кăмăллаççĕ. Валентина Павловна Патăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьел, Чемен шкулĕсемпе тачă çыхăнура пулнине палăртрĕ. Çав хушăрах хăй кунта тăрăшма пуçланăранпа та хăш-пĕр пĕлÿ çÿрчĕсен вĕренекенĕсем çÿременнине асăнса хăварчĕ. «Манăн пур шкул ачисене пирĕн пата пырса курма, район историйĕпе тĕплĕнрех паллашма чĕнсе калас килет», – терĕ вăл.
Чăнах та курса савăнмалли, тĕлĕнмелли музейра нумай. Анчах та экспонатсем вырнаçнă çурт палăрмаллах ватăлни ĕçченсем тем пек тăрăшсан та куçа кĕрет, кăмăла хуçать. Çитменнине, кунта тĕл-тĕл çумăр анакан вырăнсем те пур. Çакă аваллăх туприсене куракансен умне туллин кăларса хума чарать. Хăйсен пахалăхне çухатас хăрушлăх та пысăк. Район пуçлăхĕ çак ыйтăва çитес вăхăтра татса парасси пирки шантарнине пĕлтерчĕç. Апла пулсан, музей малашлăхĕ пур. Çакă çутă ĕмĕтсем çуратать, тата та аталанма вăй-хăват парать.
И. МАМУТКИНА.