АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми выльăхшăн усăллă-и;

03 октября 2012 г.

Ял çыннисем каланă тăрăх ĕнене чĕрĕ çĕр улми çитерни сиенлĕ-мĕн, тĕрĕсех-ши; Тата ĕнене лĕпĕрен сипленĕ чухне выльăх кăшманĕпе çулçине пама юрать-ши;

Ĕнене çĕр улмине чĕ-рĕлле, пĕçерсе тата типĕтсе параççĕ. Лайăх çуса тасатнă çĕр улмине выльăха тураса памалла. Унсăрăн пырне лартма е хырăмлăхĕ питĕрĕнсе ларма пултарать. Сĕт паракан ĕне талăкра 20 килограмм чĕрĕ çĕр улми çисе яма пултарать.

Çакна асра тытмалла. Çĕр улмине выльăха париччен лайăх çумалла. Пылчăклă çĕр улмипе тăрантарни апат ирĕлессине пăсса ярать, сĕт парасси чакать, шăлĕсем те 6-7 уйăхран çийĕнсе пĕтме пултараççĕ. Пĕçернĕ çĕр улмипе çийĕнчех усă курмасан вăл хăвăрт йÿçĕхсе пăсăлать. Çавăнпа ăна пĕçернĕ хыççăн 5-6 сехетрен ытла тытмалла мар. Шăтса тата симĕсленсе кайнă çĕр улмине те чĕрĕлле пама юрамасть. Кун пек çимĕçе пĕçернĕ хыççăн шывне тăкмалла, выльăха ытти чухнехинчен çуррине çеç çитермелле.

Çĕр улми çитерни ĕне организмне сиен кÿмест. Çапах нумай тата вĕ-çĕмсĕр пани сĕт пахалăхне чакарать.

Кăшмана пахчаран кăларнă хыççăн тÿрех выльăха çитерме юрамасть, мĕншĕн тесе хырăмлăхĕ пăсăлма пултарать. Эрнерен, кăштах шаннă хыççăн кăна лайăх çуса тасатса тата тураса пĕчĕкшерĕн памалла. Кăшман çулçипе те асăрхануллă пулмалла. Енчен çулçă пăсăлнă, пылчăклă тата купара нумай выртнă пулсан, выльăх наркăмăшланма пултарать. Тата пахалăхсăр апат чирлĕ выльăха усă кÿмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика