АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МĕНШĕН ЧĂВАШСЕН ШУЧĕ ЧАКАТЬ;

03 октября 2012 г.

Пухусенче, конференцисенче тухса калаçакан делегатсенчен ытларахăшĕ чăвашсен шучĕ чакса пыни пирки пăшăрханать. Чăнахах та чăвашсем 100 пин ытларах пурăнакан хутлăхсене илер-ха. Чăвашсен шучĕ чи нумай чакни – Самар облаçĕ. 1989–2002 çулсенче унта 117900 ытларах чăвашран 101400-е яхăн çеç юлнă. Çапла вара çак вăхăтра 16500 çын чакнă. Ку вăл 14,5 процентпа танлашать. Ăçта кайнă вĕсем; Палах, пурте вилсе пĕтмен, вырăсланнă, хăйсене вырăс тесе çыртарнă. 101400 чăвашран та 45 проценчĕ тăван чĕлхе вырăнне вырăс чĕлхи кăтартнă. 1970 çулта Тутар Республикинче 150 пин ытларах чăваш пурăннă пулсан 1989 çул тĕлне – 134,2 пин, 2002 çулта 126,5 пин чăваш пулни паллă. 13 çулта 7,7 пин чăваш чакнă (5,8 процент). Ульяновск облаçĕнче 116,5 (1989 çул) чăвашран 113,3 пин (2002 çул тĕлне) çеç юлнă. Чăвашсен шучĕ чи сахал чакни – Пушкăрт Республики. 1989 çул тĕлне 118,5 пин чăваш пурăннă пулсан 2002 çул тĕлне 117,3 пин çын юлнă (1 процент чакнă). Чăваш Республикинче вара 2 процент чакнă. 2010 çулхи çырав кăтартăвĕсем те савăнтармаççĕ.

ЧНК Аслă пухăвĕсенче, конференцисенче тухса калакан, чăвашлăхшăн тăрăшнă пек кăтартакансен, хулара е район центрĕнче пурăнакансен ачисем вырăсланса ÿсеççĕ. Вĕсемех чăвашсен шучĕ сахалланса пынишĕн пăшăрханаççĕ тĕк, мĕншĕн хăйсен ачисемпе вырăсла калаçаççĕ; Самар облаçĕнчи чăвашсен “Пехил” пĕрлĕх ертÿçин В.Д. Калмыковăн та, Тольяттири чăваш наци культура автономийĕн ертÿçин А.П. Глуховăн та, Тутарстанри Анат Камăри чăваш гимназийĕн директорĕнче нумай çул вăй хунă А.П. Гавриловăн та ачисем чăвашла пĕлмеççĕ.

Чăвашсен шучĕ чакса пынин сăлтавĕсенчен пĕри – 1956 çулта Чăваш Республики тулашĕнчи чăваш педучилищисене хупни (5 педучилище). Çакăн хыççăн шкулсенче вырăсла кăна вĕрентме тытăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемпе вырăсла кăна калаçать, мероприятисем вырăсла кăна иртеççĕ.

Пĕррехинче Самар хутлăхĕнче чечен çыннипе паллашнăччĕ. Вăл мана çавăн пек каланăччĕ: “Пирĕн çирĕп йăла: хамăрăн нĕсĕлсене 7 сыпăкран кая мар пĕлмелле, вĕсен чĕлхине упрамалла. Енчен те çаксене пурнăçлаймасан эс чечен мар, сана нимĕнле хисеп те пулмасть”.

Самарта, Тольяттире чăваш ансамблĕсем лайăх ĕçленине асăнса хăвармалла. Юрлакансем чăваш юррисене юратса шăрантарççĕ. Пĕлес килет: вĕсем тата килĕсенче ачисемпе хăш чĕлхепе калаçаççĕ-ши;

В. СИМАКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика