06 октября 2012 г.
КĂÇАЛХИ сентябрь районти 39 çемьешĕн яланлăхах асра юлĕ, мĕншĕн тесен шăпах çакăн чухлĕ çĕнĕ “кайăк” хутшăннă. Сар хĕвелĕн ăшшипе киленме 20 арçын ачапа 19 хĕр ача тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕр кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче 3 ача ытларах çуралнă.
Шел пулин те, вилекенсен шучĕ çут тĕнчене килекенсенчен нумайрах. Райадминистрацин ЗАГС пайĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнине çирĕплетекен 40 документ хатĕрленĕ.
Ылтăн кĕрĕн пилĕпе ялсенче кашни эрнерех туй çине туй кĕрлет. Пĕр уйăхра 31 çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă. Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен лайăхрах. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула 7 çемье саланнă.