АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БЮДЖЕТ ПРОЕКЧĕ ХАТĕР

06 октября 2012 г.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларура Министрсен Кабинечĕ республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерчĕ.

Раççейĕн çитес çулхи бюджетне икĕ вариантпа хатĕрленĕ. Пĕринче çĕр-шывăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 3,7 процентпа танлашакан ÿсĕмне тĕпе хунă, тепринче – 0,5 процент. Çакă Европăра кризис пулăмĕсем алхаснипе, çĕр-шывра хайхи пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕн ÿсĕмĕ чакнипе сăлтавланнă. Республика бюджечĕн пректне хатĕрленĕ чух та çак самантсене шута илнĕ.

Çапла вара çитес çулхи бюджетăн тупăш пайне 29,9 млрд тенкĕ ытларах палăртма сĕннĕ. Кăçалхипе танлаштарсан ку виçе 23 процент пысăкланать. Тăкаксем – 30,9 млрд тенкĕ ытларах (17,6 процент хутшăннă). Çак виçесенче республика тупăшĕ пысăкланассине тĕпе хунă. 14-мĕш çулта тупăшсемпе тăкаксен калăпăшĕ кăшт пĕчĕкленмелле – 28,5 тата 29,8 млрд тенкĕ ытларах. 15-мĕш çул валли сĕнекен виçесем – 31 тата 32 млрд тенке яхăн.

Налуксем тĕлĕшпе хăш-пĕр улшăнусем пулаççĕ. Вĕсен муниципалитетсенче, ял тăрăхĕсенче юлакан пайĕ пысăкланать. Калăпăр, пĕлтĕрхи ял хуçалăх налукĕ вырăнсенчи бюджетсен тупăш пайне çирĕплетĕ. Пĕр сăмахпа, муниципалитетсен хăйсен тупăшĕсем ÿсмелле. Апла пулин те вĕсене республика бюджетĕнчен пулăшасси пирки манман.

Çитес çулхи бюджет пирки “социаллă” тени вырăнлă. Социаллă сфера, культура, çавнашкал ытти отрасль валли каякан тÿпе 68 процент урлă та каçать. Кăçал çак кăтарту 67,7 процент пулнă, пĕлтĕр – 62 процент ытларах. 14-15-мĕш çулсенче хайхи “социалка” тÿпи татах пысăкланмалла.

Çул-йĕр фондне, коммуналлă хуçалăхпа çурт-йĕр строительствине, ытти сферăна тĕрев парасси те вăйланĕ.

Физкультурăпа спорт объекчĕсем валли бюджетран самай пысăк укçа уйăраççĕ.

Раççей шайĕнче федерацин бюджет учрежденийĕсен шалăвне 6 процент ÿстернĕ май республика бюджечĕн шучĕпе тытса тăракан патшалăх учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕç укçине те юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак виçелĕх пысăклатма йышăннă.

«Хыпартан».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика