АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – юбилейсем

06 октября 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă канашлура Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă юбилей мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Ларăва Раççей Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршиновапа Руслан Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн политика канашĕн секретарĕ Николай Малов тата ытти ертÿçĕсем хутшăннă. Вĕ-сем уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерессипе, республикăри промышленноç, энергетика, ял хуçалăх, транспорт, вĕрентÿ тата культура объекчĕсене юсаса çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Çавăн пекех юбилей мероприятийĕсене йĕркелекен комитет йышне пăхса тухнă, ăна юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен çирĕплетмелле. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Раççей Патшалăх Думинчи депутачĕсене ку ĕçе хастартарах хутшăнма, федераци Правительствипе тачăрах çыхăну тытма ыйтнă, мĕншĕн тесен Раççей Пре-зиденчĕн Хушăвĕнче республикăра икĕ юбилее уявлассине палăртнă. Кун пекки сайра пулать.

Канашлăва пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ министрсене тата тĕп хула ертÿçине юсаса çĕнетмелли объектсен тулли списокне, уяв мероприятийĕсен малтанхи планне хатĕрлесе çитерме хушу панă.

И. СЕРГЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика