АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂХĂТРА ТÿЛЕМЕççĕ

06 октября 2012 г.

Михаил Игнатьев Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта вăрман фончĕн çĕрĕсен арендаторĕсен тата вăрманпа усă куракансен федераци, республика бюджечĕ умĕнчи арендăпа çыхăннă тата ытти тÿлевĕн парăмĕсене чакармалли мерăсене сÿтсе явнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пĕлтернĕ тăрăх аренда килĕшĕвĕсене тĕпе хурса 45,87 пин гектар вăрман лаптăкĕсене 467 арендатора, ялан усă курмалли ирĕк никĕсĕ çинче патшалăхăн тата муниципалитетсен 11 учрежденине панă. Хальхи вăхăтра 29 арендатор (пĕтĕм йышĕн 5 проценчĕ) тÿлевсене вăхăтра татмасть. Чи пысăк парăмлисем – Мускав облаçĕнчи “Вăрман промышленноçĕн компанийĕ” ООО (15,4 млн тенкĕ), Улатăр районĕнчи А. Марушин предприниматель (6,14 млн), Патăрьел районĕнчи “Агролес” ООО (8,23 млн).

Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви суд органĕсене 46 тавăç тăратнă. Вĕсен пĕр пайне суд тивĕçтернĕ, ыттисемпе парăма шыраса илессипе ĕçлеççĕ.

Çав вăхăтрах министерство тÿлевсене вăхăтра хывман виçе арендаторпа кăна килĕшÿсене татнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ мĕн-шĕн çапла пулса тухнипе кăсăкланнă. Муркаш районĕнчи çакнашкал тĕслĕхе аса илтернĕ: унта муниципалитет çĕрĕпе усă курнăшăн тÿлемелли парăм кăçалхи август уйăхĕ тĕлне 8,5 млн тенке çитнĕ, анчах пĕр арендаторпа та килĕшÿсене пăрахăçламан. Иван Исаев унчченхи министр, Сергей Дринаев, хăй вăхăтĕнче тунă килĕшÿсенче ĕçе кăткăслатакан вырăнсем пурри пирки каланă. Михаил Игнатьев юридици ĕçне вăйлатма сĕннĕ. Вăл парăмсем çине алă сулакан предпринимательсемпе организацисен представителĕсене “патшалăхпа шÿтлеме юраманни” çинчен асăрхаттарнă, хăйсем çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçламаллине аса илтернĕ.

Ларура калаçăва тĕпе хурса вице-премьера – финанс министрне Михаил Ноздрякова пĕр уйăха аренда тÿлевĕ енĕпе парăмлисене палăртса Çĕр лаптăкĕсемпе усă курнин реестрне хатĕрлеме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика