АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĕЛ МĕНЛЕ ПУЛĕ;

06 октября 2012 г.

Росгидрометцентр пуçлăхĕ Александр Фролов пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2013-мĕш хĕлле Раççейре сивĕ пулмалла. Тата мĕн кĕ-тет-ха пире;

Хĕлле çанталăк вĕ-çĕмсĕр улшăнса тăрĕ: йĕпе юр çуса хура пĕ-лĕтсем сирĕлнĕ хыççăнах шартлама сивĕ çитĕ, тÿпе янкăрланĕ.

Çанталăк майĕпен сивĕтсе пырĕ. Февральте вара шартлама сивĕ пуласса шантараççĕ синоптиксем. Çакă климат улшăнса пынипе те çыхăннă: январьтипе танлаштарсан хĕл вĕ-çĕнче сивĕрех. Ноябрьте вара пач урăхла. Унччен Раççей варринче ноябрьтех хĕл ларнă пулсан юлашки вунă çулта вара пире ăшша хăнăхтарчĕ.

Октябрь. Атăлçи, Урал, Коми тата Çĕпĕрĕн кăнтăр тăрăхĕсенче кĕркунне çурричченех ăшăпа савăнтарĕ. Çак регионсенче сывлăш температури нормăран та пысăкрахпулмалла. Ыттисенче – кĕркуннехи яланхи çанталăк.

Ноябрь. Уралта, Хабаровск крайĕпе Амур облаçĕнче самай ăшăрах. Ытти регионсенче çанталăк яланхи пекех, анчах çиллĕ тата час-часах çумăрпа юр çăвĕ. Раççейĕн кăнтăр енче тата Çурçĕр Кавказра ноябрь иртнĕ çулхинчен ăшăрах тăрĕ.

Декабрь. Красноярск крайĕпе Якутире тата Инçет Хĕвел тухăçĕнче хĕл пуçламăшĕ ăшă килĕ. Раççейĕн ытти па-йĕнче вара декабрь 2011 çулхинчен сивĕрех пулмалла.

Январь. 2013 çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче пĕлтĕрхинчен сивĕрех пулĕ. Çапах, пĕтĕмĕшле илсен, ытти чухнехинчен пит уйрăлсах тăмалла мар.

Февраль. Хабаровск, Якути, Магадан тăрăхĕсенче ăшă çанталăк кĕтмелле. Европа пайĕнче тата Уралта сывлăш температури климат норминчен пĕчĕкрех. Çапах 2012 çулхи февральти пек шартлама сивĕ пулмасса шантараççĕ синоптиксем.

Çуркунне ир тата хăвăрт килĕ, уйрăмах çĕр-шывăн тĕп пайĕнче. Чăн та, вăрах вăхăтлăх тунă прогнозăн 70 проценчĕ кăна тÿрре килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика