АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сырлан – усăллă çимĕç

06 октября 2012 г.

Сырлан (облепиха) 2-3 метр çÿллĕш ÿсет. Тураттисем йĕплĕ, аялалла усăнса тăраççĕ. Çулçисем вĕтĕ, тăрăхла, çиелтен сăрă-симĕс, аял енчен шурăрах тĕслĕ. Сырлан апрель – май уйăхĕсенче чечеке ларать. Çырлисем лартнă хыççăн 4-5 çултан пулма пуçлаççĕ. Вĕсем сентябрь-октябрь уйăхĕсенче пиçеççĕ. Çырласем çаврака е тăрăхла çаврака, хĕрлĕрех сарă тĕслĕ, тĕттĕм хăмăр вăрăсемлĕ.

Пахчаçăсем сырлана унăн çимĕçĕсем сывлăхшăн питĕ усăллă пулнине кура çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра пахчасенче çак çырлан тĕрлĕ сорчĕсене ÿстереççĕ (Алтайская, Саянская, Даурская, Золотой початок тата ытти те).

Çырласенче питĕ нумай витамин (С, В1, В2, РР, К, Е), сывлăхшăн усăллă микроэлементсем (тимĕр, бор, марганец тата ытти те), органика йÿçĕкĕсем. Унсăр пуçне вĕсенче серотонин пур. Вăл нерв тытăмĕн ĕçне йĕркелесе тăрать.

Сырланăн çырлисене чĕрĕлле те çиеççĕ, сĕткен, сироп, компот, мармелад, желе, ликер тата ытти те туса усă кураççĕ. Çавăн пекех унран витаминсемпе пуян пулнине палăрса тăракан çу хатĕрлеççĕ. Сырлан çăвĕ ыратнине ирттерет, сурансене сиплет, ÿте якатать. Çăва çапла майпа хатĕрлеççĕ. Çырласен сĕткенне пăрса кăлараççĕ. Юлнă хупписемпе вăррисене вĕтетеççĕ, 1:2 порципе тип çу яраççĕ, 3 эрне лартаççĕ, унтан пулнă шĕвеке юхтарса илеççĕ. сырлан çăвне тулли тултарнă кĕленче савăтсенче çутă ÿкмен сулхăн вырăнта упрамалла.

Сырланпа медицинăра анлăн усă кураççĕ. Унăн сĕткенне пылпа хутăштарса ĕçни ÿслĕке сиплет. Сывлав çулĕсен чирĕсенчен сырлан çăвĕпе ингаляции тăваççĕ. Ларингит е фарингит чылай вăхăт асаплантарнă чухне пырăн лăймака сийне сырлан çăвĕпе йĕпетнĕ тампонпа сăтăрмалла. Çавăн пекех карланкă парĕсене касса илнĕ хыççăн та сырлан çăвĕпе сĕрме сĕнеççĕ. Çырласенче питĕ нумай витамин пулнă май, вĕсене çуркунне, организмри витаминсен шайĕ чакнă вăхăтра çисен аван. Çакă тĕрлĕ чирсенчен хÿтĕленме пулăшĕ.

Сырлантан хатĕрленĕ чейсем, сĕткенсем ĕçес килнине лайăх ирттереççĕ. Унсăр пуçне сырлан чейĕпе цингана сиплеме усă кураççĕ. Çакна валли 5 грамм сырланăн типĕтнĕ çулçине илеççĕ те ун çине пĕр стакан вĕрекен шыв ярса лартаççĕ.

Çырла вар-хырăм чирĕсемпе аптракансемшĕн те питĕ усăллă. Хырăмлăх е вун ик пумăклă пыршăн язвисене сиплеме сырлана вĕретнĕ шыва ĕçме е сырлан çăвĕпе сиплев курсĕ тума сĕнеççĕ. Çакна валли сырлан çăвне кунне 2-3 хут апатчен çур сехет маларах пĕр чей кашăкĕ ĕçеççĕ. Вар-хырăм ĕçĕ пăсăлсан, вар витти аптратсан çак йывăçăн çул-çисемпе тураттисене вĕретеççĕ те çав шыва ĕçеççĕ.

Сырланпа ÿт чирĕсене сипленĕ çĕрте те анлăн усă кураççĕ. Аллергинчен, дерматитран, трофика язвинчен сырлан шывĕпе сипленеççĕ. Çакна тума çырлана 15 минут вĕретеççĕ, çур сехет лартаççĕ, шĕвеке ĕçеççĕ е сиенленнĕ вырăна компресс тăваççĕ. Ÿте тăм илссен, пĕçертсен те сырлан çырлипе тытсан аван. Сырлан çăвĕ те тăм илсен, пĕçертсен, суранланнă вырăн час тÿрленмесен, ÿт шăтсан, экзема, лишай чухне пулăшать.

Унсăр пуçне сырланпа офтальмологинче те, стоматологинче те, гинекологинче те ăнăçлă усă кураççĕ.

Организмшăн çав тери усăллă çырларан тем те пĕр хатĕрлеме пулать. Хăш-пĕр рецептсемпе вулакансене паян паллаштаратпăр

Сырлан варенийĕ

1 кг çырла валли 1,5 кг сахăр, 1,2 л шыв кирлĕ.

Варение пĕçермелле, стерилизациленĕ вĕри банкăсене ярса вĕрекен шывра пастеризацилемелле: çур литрлă банкăсене – 15 минут, 1 литрлисене – 20 минут. Хыççăнах банкăсене хупмалла. Çакăн пек майпа хатĕрленĕ варени лайăх упранать.

Компот

1 кг çырла валли 1,22 л шыв, 1 кг сахăр кирлĕ.

Тин пуçтарнă çырлана (кăшт пиçсе çитейменни пулсан аванрах) суйламалла, лайăх çумалла. Унтан стерилизациленĕ банкăсене хурса тухмалла, вĕри сахăр сиропĕ ямалла, вĕрекен шывра пастеризацилемелле: çур литрлă банкăсене – 10-12 минут, 1 литрлисене – 15-17 минут..

Сырлан джемĕ

1 кг çырла çине 1-1,2 кг сахăр, 1,2 л шыв кирлĕ.

Çырлапа сахăра пĕчĕк çулăм çинче сахăр ирĕличчен тытмалла. Унтан çулăма ÿстерсе пăтраткаласа пĕçермелле. Хатĕр джема стерилизациленĕ банкăсене тултармалла, вĕрекен шывра пастеризацилемелле: çур литрлисене – 15 минут, 1 литрлисене – 20 минут. Хыççăнах банкăсене хупмалла.

Сырлан нимĕрĕ

1 кг нимĕр валли 0,8-1 кг сахăр кирлĕ.

Çырлана çумалла, типĕтмелле, унтан тутăхман тимĕртен тунă ала витĕр кăлармалла. Пулнă нимĕре сахăрпа хутăштармалла, 70 градус таран ăшăтмалла та стерилизациленĕ вĕри банкăсем ăшне хумалла. Банкăсене вĕрекен шывра пастеризацилемелле те виткĕçсемпе хупмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика