АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс упрамалла

06 октября 2012 г.

Вырма ĕçĕсем вĕçленчĕç. Кĕлетсем тыр-пулпа, пахча çи-мĕçпе тулчĕç. Тухăçа сая ярас мар тесен мĕнле упрамалли ыйту тăрăх сăмах пуçараççĕ те Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем.

Чи малтанах управсене сиен кÿме пултаракан хурт-кăпшанкăран тата чире яма пултаракан организмсенчен тасатмалла. Вăрлăх пăсăласран, унăн пахалăхĕ чакасран тата шăнасран партисене культурăна, сорта, категорие пайласа уйрăмшар хурсан аван. Сывлăш температури тата нÿрĕклĕх виçеллĕ кирлĕ.

Çу тата эфир çăвĕ пур культурăсен куписен çÿллĕшĕ 1,5 метр, тырă тата пăрçа йышши культурăсен 2 метр пулмалла. Управра витĕр вĕрекен çил пулсан тырра тата пăрçа йышши культурăсен куписене 3 метр çÿллĕш таран тăрăлама юрать.

Михĕсенче упрас тесен йывăç хăмасем (урайĕнчен 15 сантиметртан кая мар çÿлерех пулмалла) çинче пĕр-пĕрин çине хумалла. Михĕсене стенаран 70 сантиметр айккинче упрамалла. Вĕсене мĕн сарлакăш тата çÿллĕш купалама юранине патшалăх стандартĕнче палăртнă. Купасен хушши 1,5 метртан кая пулмалла мар. Михĕсене купалассине тата тиессине механизациленĕ тĕк 2,5 метр хушăк хăвармалла.

Чаплă çĕр улми вăрлăхне контейнерсенче е стеллаж çинче упрамалла, элита йышне кĕртнисене те контейнерсене тултарсан аван, çапах специалистсем сапаласа вырттарма та юрать теççĕ. Кашни парти тĕлĕшпе хуçалăх тата культура ятне, йывăрăшне, ботаника сортне, категорине, номерне, çавăн пекех пахалăх паллине çирĕплеткен документ, номерлĕ ярлык çакмалла. Кашни контейнер çинче кунашкал паллă кирлĕ. Çĕр улми вăрлăхне 1,5 метр çÿллĕш, 20 метр тăршшĕ купаласа, çиелтен витсе, витĕр çил вĕрмелле вырнаçтарса тепĕр çул валли хăварма пулать.

Хими япалисемпе сиенсĕрлетнĕ вăрлăха уйрăм пÿлĕмре санитари правилисене пăхăнса тытмалла. Ăна урайĕнче, çавăн пекех фуражлăх тырăпа хумалла мар. Пĕрре сиенсĕрлетнĕ тĕк тепĕр хут ку ĕçпе аппаланмалла мар.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика