10 октября 2012 г.
Октябрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов учреждени, организаци, предприяти, структура подразделенийĕн ертÿçисемпе, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе анлă лару ирттерчĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем – хутса ăшăтмалли тапхăра ăнăçлă пуçласси, Патăрьелĕнче шыв кĕртесси тата канализаци çыхăнтарасси, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасси. Николай Иванович пур ыйтупа та тивĕçлĕ информаци пачĕ, вĕсене çивĕчлетрĕ.
Канашлура райадминистрацин строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Минсур Валитов котельнăйсем хĕллехи тапхăра епле хатĕрленни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Районта мĕн пурĕ 129 котельнăй. Хурансемпе хутса ăшăтакан системăсене пурне те çуса тасатнă, тĕрĕсленĕ. Саппас топливо та пур. Ĕçлеме ятарлă кадрсене вĕрентсе хатĕрленĕ. Урăхла каласан, кăçалхи хĕл пысăк хăрушлăх кăларса тăратмалла мар. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ача-пăча тата сиплев учрежденийĕсене ăшă пама пикеннĕ.
Хĕл ăшă çеç мар, тутă та пултăр тесен, хирти юлнă ĕçсене тирпейлĕн вĕçлемелле. Типĕ çанталăкпа усă курса хуçалăхсенче çĕрулмие тата сахăр кăшманне кăларса пĕтермелле. Пĕрлех ялсене тирпей-илем кĕртес, йывăçсем лартса хăварас ĕçсене те пурнăçламалла. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне пурте лайăх кăмăлпа кĕтсе илесчĕ.
Хамăр корр.