10 октября 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 6-мĕшĕнче районта ĕçлĕ тĕл пулупа ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков пулчĕ. Олег Вадимович чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа районăн социаллă тата экономика аталанăвĕ, хĕллехи хутмалли тапхăр, уй-хир ĕçĕсем пирки кăсăкланчĕ, хăш-пĕр ыйтусене çивĕчлетрĕ.
Ун хыççăн вĕсем Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери Учительсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă уява хутшăнчĕç. Районти педагогсене професси уявĕпе саламланă май, Олег Вадимович Патăрьелĕнчи професси училищинчи çамрăк специалиста – Алексей Адикин преподавателе республикăри Вĕрентÿ министерствипе çамрăксен политикин Хисеп грамотине, унăн ĕçтешне, директорăн вĕрентÿпе производство çумне Валерий Спиридонова “Раççей Федерацийĕн пуçламăш професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” ята тивĕçнипе саламларĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионăн ĕçĕпе, районти тĕп больница котельнăйĕ хĕл кунĕсене еплерех кĕтсе хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Юлашкинчен Олег Вадимович тăван Пăлапуç Пашьел шкулне çитсе вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕ, педагогсене уяв ячĕпе саламланă май çăмăл мар творчество ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех вăл Пăлапуç Пашьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнчи тата Шăнкăртамри ача садĕнчи строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ.
Олег Вадимович Пăлапуç Пашьел ялĕн-че çуралса ÿснĕ. Маларах вăл Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмăна чылай çул ăнăçлă ертсе пынăччĕ. Патшалăх Канашĕн иртнĕ суйлавĕнче ăна Патăрьелсемпе Шăмăршăсем депутата суйланă.
(Хамăр корр).