АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен кунне паллă турĕç

10 октября 2012 г.

Шăмат кун Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Учитель кунне ирттерчĕç. Унта вĕрентекенсен йышлă “çарĕ” хутшăнчĕ. Районти шкулсенче 400 ытла учитель ĕçлет, вĕсенчен 371-шĕ пĕрремĕш, 96-шĕ аслă категориллĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 4700 ача парта хушшине ларчĕ. 9 тата 11 классенче вĕренекенсем 900е яхăн. Пĕрремĕш хут шкула 381 ача килчĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăс пухма тата ĕçлеме кирлĕ условисем çителĕклех. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата каçхи, Ыхра Çырминчи, Турханти, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсене тĕпрен юсанă: çуртсен тăррисене, чÿречисене улăштарнă, шыв кĕрекен тата юхса тухакан пăрăхсене çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 13 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă. Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсене юсама та 3,5 миллион тенкĕ ытла укçа янă. Парка çĕнетме 7 автобус килнĕ. Вĕсене Алманчăри, Турханти, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Первомайскинчи, Туçари вăтам шкулсене панă.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен район, республика шайĕнчи ÿсĕмĕсене палăртса пĕтерме те çук. Çакă – ачасен, педагогсен, ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çавна май уявра кашнийĕ тав сăмахне тивĕçрĕ. Аслă зала пухăннă халăха професси уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов, вĕрентекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ А. Пирогов педагогсемпе ветерансене ăшшăн саламларĕç.

“Районти учительсем кун-çул уттипе пыраççĕ. Вĕсем вĕрентÿ процесне çĕнĕлĕхсем кĕртессине, ырă йăла-йĕркене тăсассине мала хураççĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсен туслă та тĕллевлĕ коллективĕпе мухтанмалăх пур.

Кашни çын шкул çулне ăшшăн аса илсе куç умне хăйĕн учителĕсене кăларса тăратать. Педагогсăр малашлăхшăн никĕсне хывакан урăхла професси пулас та çук”,– палăртрĕ Николай Иванович.

Лайăхран лайăххисем çак кун тĕрлĕ шайри хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçрĕç. Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, ăсталăх шкулне çÿрекенсем тата “Евгения” ташă ансамблĕн артисчĕсем вара хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика