10 октября 2012 г.
Пирĕн тăрăхра ыхрана октябрĕн 5-20-мĕшĕсенче лартса хăварма тăрăшаççĕ. Çак тапхăрта лартсан вăл хĕле кĕриччен тымарланма та, кăшт çеç ÿсме те ĕлкĕрет. Ыхра лартмалли çĕре 10-15 кун маларах хатĕрлемелле. Паллах, малтан ыхра, сухан, çĕр улми ÿснĕ лаптăка суйласа илмелле мар. Пăрçа, кавăн йышшисем, ешĕл çимĕç, купăста ÿснисем вара – чухах. Пĕр кĕреçе тарăнăш чавнă çĕре лайăх çĕрнĕ навус (икĕ çул выртни), компост е çĕрĕк тăпри хывмалла. Çĕрмен чĕрĕ тислĕк пăрахма юрамасть! Тин чавнă çĕре лартсан тăпра пусăрăннăçемĕн ыхра шăлĕ чылай тарăна каять, çавна май тымарланасси те йывăрланать. Çуркунне шăтса тухма та нумай вăхăт кирлĕ, тухăçĕ те чакать.
Чи лайăх шăлсене çеç суйласа лартмалла. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах, ыхра пуçĕ çавăн чухлĕ шултăрарах пулĕ.
Мĕн тарăнăшне лартмалла-ха; Лартакан шăлран икĕ шăл çÿллĕш тарăнрах чикмелле. Калăпăр, ыхра шăлĕ 3 см тăршшĕ, апла ăна 6 см тарăнăшне лартмалла. Çуркунне ыхра пĕр тикĕс шăтса тухтăр тесен пĕр пек виçеллисене лартма тăрăшмалла. Шултра шăлсен хушшине 10-15 см хăвармалла, вĕттисене 8-10 сантиметртан чикмелле. Ретсен хушши 20-25 см пулсан çум çумлама та, кăпкалатма та, апатлантарма та аван пулĕ. Касă туса лартнă чух кĕл е хăйăр сапма юрать. Ыхра тĕпĕ çĕрес хăрушлăх чакĕ.
Шăлсене ытла пусса лартма сĕнмеççĕ. Тымарĕ ÿснĕçемĕн шăлне çÿлелле тапса кăларать. Ун пек чухне вăл шанма пултарать. Ыхра лартнă хыççăн тăпрана тикĕслесе типĕ торфпа е пăчкă кĕрпипе хутăштарнă çĕрпе витмелле. Чăрăш лăсси пăрахсан тата аванрах, сивĕрен хÿтĕленисĕр пуçне вăл юр тытма та пулăшĕ.