АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Управа лартма вăхăт

10 октября 2012 г.

Ял хуçалăх техникине упрас, агропромышленность комплексĕнчи машинăпа трактор паркĕнче тирпей тăвас, инженери культурине ÿстерес, юсама лайăх условисем туса парас тĕллевпе тата ГОСТăн “Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Тĕрĕс упрасси” хушăвĕсене пурнăçласа Чăваш Республикинчи тракторсемпе комбайнсен, хăй тĕллĕн тата кăкарса çÿремелли агрегатсене управа мĕнле лартнине пăхакан патшалăх инспекцийĕн тĕрĕслевне вăйлатас тесе республикăра, çавăн пекех районта та октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен конкурс ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта комисси членĕсем АПК предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитеççĕ, машинăпа трактор паркне, техникăна управа мĕнле лартнине хаклаççĕ, çитменлĕхсене палăртаççĕ. Чи лайăххисем республикăра иртекен конкурса хутшăнĕç.

И. ВАСИЛЬЕВ,

Гостехнадзор инспекцийĕн районти начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика